АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçи паллă

26 апреля 2014 г.

Вĕренекенсен пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшас, тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парас тĕллевпе çулсерен «Çулталăк вĕренекенĕ» иртет. Кăçал асăннă конкурсăн районти тапхăрĕ пуш уйăхĕн 26-мĕшĕпе акан 18-мĕшĕччен пулчĕ. Жюри членĕсем «Çулталăк вĕренекенĕ -2014» конкурса хутшăннă ачасен ăс-хакăл çивĕчлĕхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ хак пачĕç. Элĕкри вăтам шкулта тăххăрмĕш класра пĕлÿ пухакан Надежда Антонова анлă тавракурăмĕпе тĕлĕнтерчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех малти вырăна Тавăтри вăтам шкулта вĕренекен Виктория Герасимова, Анастасия Куликова, Питĕшкассинчи Руслан Николаев, Юнтапа шкулĕнчи Анастасия Порфирьева, Мăн Вылăри Инесса Шашкина, Ураскилтри Светлана Кузикова тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ кашни шкул ачине хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ тата вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине 10 уйăх илсе тăрĕç.

Л.КУЗНЕЦОВА, вĕренÿ пайĕн методисчĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика