АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтупа пынă

26 апреля 2014 г.

Юнтапа ял тăрăхĕнчи Анаткас Сурăмра район депутачĕ Николай Сергеев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Анаткас Сурăмра паянхи кун 299 çын пурăнать: 153 хĕрарăмпа 146 арçын тата 66 ача, пенсионерсем - 48-ăн. Çамрăксемпе арçынсем тĕпрен илсен укçа ĕçлесе илме Мускава тухса çÿреççĕ.

Тĕл пулăва 20 ытла çын пынă. Ял халăхне шыв ыйтăвĕ канăç памасть. Лев Алексеев вырăнти пушар машини кăçал ĕçлеме пултарать-ши тесе ыйтнă. «Пултарать», - кĕскен хуравланă депутат.

Пухăннисем Колхоз урамĕнче асфальтлă çул сарасси пирки ыйтса пĕлнĕ. Николай Макаровичпа вырăнти администраци специалисчĕ Леонид Петрович кашни ыйтăвах хуравланă, йывăрлăхсене еплерех татса памалли, ăçта тата кам патне каймалли çинчен ăнлантарса панă. Район депутачĕ Юнтапа ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Анатолий Ананьевпа пĕрле шыв ыйтăвĕпе ĕçлессине шантарнă.

Г. ГЕННАДЬЕВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика