08 мая 2014 г.
Районта вырăнти пĕлтерĕшлĕ шăтăк-путăк автоçулсене юсас ĕçсем малалла пыраççĕ.
«Алиководорстрой» хупă акционерлă обществăн юсав бригади пурте усă куракан «Элĕк-Юнтапа» автомобиль çулĕ çинче ĕçлерĕ. Бригада пĕр талăкра 120 тăваткал метр çул-йĕре юсаса тикĕслерĕ. Çак ĕçре вĕри асфальтбетонпа усă курчĕç. Юсав бригадинче 12 çын тăрăшать, вĕсен аллинче ятарлă 3 техника.
Путăкланса çĕмĕрĕлнĕ çулсене йĕркене кĕртесси план-графикпа килĕшÿллĕн пулса пырать.