АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕк каччи парадра утрĕ

14 мая 2014 г.

Совет халăхĕ фашистла Германие çĕнтернĕренпе 69 çул çитнĕ ятпа Мускавра ирттернĕ çар парадне район çыннисем телевизорпа савăнса тата мăнаçланса пăхрĕç. Элĕкре пурăнакан Светлана Петровнăпа Петр Афанасьевич Степановсен çав кун хĕпĕртесе хумханмалли сăлтав тата пысăкрах пулчĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ывăлĕ Максим, Элĕк вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн халĕ Федераци хăрушсăрлăх службин пĕр институтĕнче вĕренекенскер, Çĕнтерĕве халалланă парад участникĕ пулса тăнă. Элĕк каччи Хĕрлĕ лапамри чул сарнă çулпа трибуна умĕпе юлташĕсемпе ĕмĕр асра юлмалла çирĕп утăмсемпе сатуррăн иртрĕ.

Çамрăк курсант вĕренÿре те пысăк çитĕнÿсем тăвать, аслă çар шкулĕсенче вĕренекенсен математика олимпиадинче иккĕмĕш вырăна тухнă.

А.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика