АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыркăмăллăх акцине хутшăнаççĕ

14 мая 2014 г.

Чăваш Сурăмĕнчи ял библиотекинче кĕнеке вулакансем йышлă. Кăçал вĕсен активлăхĕ татах ÿсни палăрать. Н.Данилов (Янăш ялĕ), Э.Николаев, Л.Ефимов (Чăваш Сурăм), В.Иванова (Какаç) - чăн-чăн кĕнеке тусĕсем. Вĕсем чăваш тата вырăс литературине кăмăллаççĕ, хăйсем те библиотека фондне пуянлатассишĕн тимлеççĕ. Акă, кĕнеке тусĕсем республикăра иртекен «Кĕнеке - алран-алла: хамăра тата çамрăк ăру валли» акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Н.Даниловпа Л.Ефимов 15-шер кĕнеке, Э. Николаевпа В.Михайлов çирĕмшер-вăтăршар кĕнеке-журнал библиотекăна парнелерĕç. Çакна палăртни те вырăнлă: Чăваш Сурăмĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Вячеславпа Маргарита Михайловсем К.В.Воронов ячĕллĕ халăх музейне компьютер пачĕç.

П.ЕФИМОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика