АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшне вилмеллех хĕненĕ

17 мая 2014 г.

Сурăмварри ялĕнчи 51 çулти хĕрарăм суд умне тăрĕ. Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ УК 111 статйипе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Хĕрарăм амăшне вилмеллех хĕненĕшĕн явап тытĕ.

Преступлени кăçалхи нарăсăн 18-мĕшĕнче каçхине пулнă. Ÿсĕрскер 79 çулти амăшне хĕнесе пĕтернĕ - сакăр аяк пĕрчине хуçнă. Йывăр суранланнăскер вилсе кайнă. Айăпланакан хăй ăнлантарнă тăрăх - эрех ĕçнĕ хыççăн вăл çывăрма выртнă. Вăраннă та - вăл çур кун юхтарнă сăмакуна амăшĕ четвĕрчĕпех тăкса янă иккен. Çакăншăн тарăхса-урса, ватăскере вилмеллех хĕненĕ.

Н.СТЕПАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика