АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕсене аса илчĕç

21 мая 2014 г.

Мартынкассинче çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине халалланă савăнăçлă митинг иртрĕ. Вăрçăран таврăнайман ентешсене асăнса палăк умне чечек кăшăлĕ хутăмăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Николаев тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Павлов пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç.

Пирĕн тăрăхран вăрçа хутшăннисенчен икĕ çын кăна пурăнаççĕ. Вĕсем К.Ивановпа О.Куприянова. Иккĕшĕ те 90 çултан иртнĕ, сывлăхĕсем хавшакран митинга хутшăнаймарĕç.

Кристина Васильева, Таня Петрова, Марина Ящикова, Кирилл Афанасьев, Илья Орлов шкул ачисем вăрçă çулĕсенчи сăвăсене вуларĕç тата юрăсем юрларĕç. Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем клубра иртнĕ çулĕсене аса илчĕç.

В.АРХИПОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика