АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш - тăван тăрăхра

21 мая 2014 г.

Пирĕн ентешĕн Станислав Кириллович Воронов генерал-лейтенантăн ачалăхĕ Вутланта иртнĕ. Кунта вăл тăватă çул пурăннă. Хальхи вăхăтра Мускавра кун кунлать.

Ентешĕмĕрпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александр Ананьев таврапĕлÿçĕ лайăх çыхăнусем йĕркеленĕ. Анчахрах вăл ăна Элĕке килме, тăван вырăнсене çитсе курма чĕннĕ. Йыхрава генерал-лейтенант хапăл тусах йышăннă.

Иртнĕ эрнере Станислав Воронов йăмăкĕпе Ирина Кирилловнăпа пĕрле Элĕке килсе çитрĕ. Хăнасене район пуçлăхĕ - депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Николаев, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Терентьев таврапĕлÿçĕ, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ефремов кĕтсе илчĕç.

Вĕсем чи малтанах Элĕкри литературăпа краеведени халăх музейне кĕчĕç. Гурий Терентьев экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, музей мĕнле йĕркеленсе кайни, кунти ĕçсем еплерех пулса пыни çинчен каласа пачĕ. Станислав Кириллович хăй те культурăпа, искусствăпа тăтăшах кăсăкланать. Чылай экспонатсене чăн-чăн гид пекех ăнлантарса пачĕ вăл. Генерал-лейтенант район ертÿçисене, музей директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Г.Терентьева чĕререн тав турĕ, хăнасен кĕнекине ăшă сăмахсем çырса хăварчĕ. Музейрах районти ветерансен хорĕ пĕчĕк концерт кăтартрĕ. Пухăннисем Элĕк чиркĕвĕнче пулчĕç, ваттисене пуç тайса çуртасем çутрĕç.

Кун хыççăн хăнасем Вутлана çул тытрĕç. Кунта С.Воронов шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, музейри экспонатсемпе паллашрĕ. Хыççăн ку ялти ĕç ветеранĕ А.Егоров килĕнче пулчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсене киленсе пăхрĕ. Станислав Кириллович хăй ача чухне пурăннă вырăнта çамрăк хунавсем лартрĕ. Вутлан ялĕн çынннисемпе вырăнти культура çуртĕнче тĕл пулу йĕркелерĕ, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Н.Сергеев Станислав Кириллович чăваш чĕлхине хисеп хунишĕн чунтан хĕпĕртенине пытармарĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Ананьев иртнĕ вăхăтри хăш-пĕр самантсене аса илчĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов вырăнти депутатсен йышăнăвĕпе С.Воронова «Вутланăн хисеплĕ гражданинĕ» ята панине пĕлтерчĕ. Станислав Кириллович хăйне хисепленĕшĕн пурне те тав турĕ. Тĕл пулу шкул ачисем концерт кăтартнипе вĕçленчĕ.

В.ПАВЛОВ, А.ГОРШКОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика