АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунă ача пăхса çитĕнтернĕ

31 мая 2014 г.

Тури Карачура ялĕнчи Акулина Власовна Никитина çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа ĕç ветеранне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ăшшăн саламларĕ, Раççей Президенчĕн В.Путинăн салам çырăвне вуласа пачĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Акулина çичĕ çуллăх шкулта вĕреннĕ хыççăн Уйкас Юнтапара вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле, кашни кун 12 çухрăм утмалла. Ÿркенмен çамрăк хĕр, кунсеренех шкула çÿренĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра, 1943-1944 çулсенче, вĕрентекенре ĕçленĕ, çав хушăрах Карачура вулавăшĕн заведующийĕ те пулнă.

1944 çулта Акулина Власовна Анат Кăканарти Петр Никитин фронтовика качча тухать. Мăшăрсем пĕрле 39 çул пурăннă, 10 ача пăхса ÿстернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика