07 июня 2014 г.
Кăçалхи 5 уйăхра Вăрнар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Элĕкри уйрăмне ĕç шыраса 225 çын пынă. Хальхи вăхăтра районта ĕçсĕррисем 39 шутланаççĕ. Вĕсенчен 18-шĕ - хĕрарăмсем, 4-шĕ - 16-29 çулсенчисем.
Вăй хурса ĕçлеме пултараканнисен 0,42 проценчĕ - ĕçсĕр тăрса юлнисем.
Кăçал 190 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. 28 çынна общество ĕçĕсене пурнăçлама, професси пĕлĕвĕ илме 8 çынна янă.