АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри конкурсра - виççĕмĕш

21 июня 2014 г.

Тăвай районĕнчи «Акконд-Агро» хупă акционерлă обществăра ĕнесене машинăпа сăвакан ăстасен тата выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсен республикăри конкурсĕ иртнĕ. Унта 40 ытла çын хутшăннă.

Жюри конкурса хутшăнакансен теори пĕлĕвĕпе ĕçри хăнăхăвĕсене çирĕп тĕрĕсленĕ. Сăмахран, теори урокĕсенче 20 ыйту-тест панă. Кашнийĕнех пур ыйтăва та тĕрĕс хуравламалла пулнă. Кун хыççăн конкурсантсем хăйсен ĕçри пултарулăхне кăтартнă.

Республикăри конкурса пирĕн районти «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕнчи Татьяна Гордеева та хутшăннă. Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсем хушшинче вăл виççĕмĕш вырăна йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика