АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕр лармаççĕ

02 июля 2014 г.

Ытти çĕрти пекех, Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем те çу кунĕсене килте мар, уйра-хирте ирттереççĕ.

Паянхи кун хресчене кирек хăçан та пулăшакан лашана сайра куратăн. Çавăнпах ял çынни патшалăхран кивçен (кредит) илсе те пулин тĕрлĕрен техника туянать, çав шутра мотоблоксем те. Акă, хальхи вăхăтра уйра иртен пуçласа мĕн каç пуличчен пĕчĕк тракторсен кĕрлевĕ илтĕнсе тăрать: мотоблоксемпе утă çулаççĕ, прицепсем çине тиесе турттарса кĕртеççĕ, анисене сухаласа кăпкалатаççĕ.

Кăçал ял çыннисем 800 ытла ĕне выльăх усраççĕ, вĕсенчен 498-шĕ - савăнаканнисем. Кашни çулах хĕл каçма 4-5 тонна утă хатĕрлеççĕ. Халĕ пĕрремĕш утçи пырать. Хресченсем курăка иккĕмĕш-виççĕмĕш хутчен çулса илме те шутлаçççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика