АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăша кĕнекесем парнелерĕç

02 июля 2014 г.

Элĕкри ача-пăча библиотекинче апрель-июнь уйăхĕсенче «Кĕнекесене библиотекăна парнеле» ятпа акци иртрĕ.

Вулавăш пурĕ виçĕ теçетке ытла парне илчĕ. Акцие ачасем, аслисем те хутшăнчĕç. Парнеленĕ кĕнекесемшĕн Ольга Прокопьевăна (Çулавăç), Эльвира Павловăна (Элĕк), Геннадий Михайлова (Павлушкăнь), Валентина Ермаковăна (Элĕк), район администрацийĕ çумĕнчи çамрăксен правительствине, Сергей Матвеева (5 «а» класс), Кирилл Семенова (3 «а» класс), Иван Александрова (5 «а» класс),  2 «а» класра вĕренекен Яна Елизаровăна ырăпа асăнмалла. Вăл вулавăша сакăр кĕнеке ытла килсе пачĕ.

Парнеленĕ кĕнекесене çывăх вăхăтрах ача-пăча библиотекин çÿлĕкĕсенче курма пулĕ.

Г.МИРОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика