АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрсемпе каччăсем - ял маттурĕсем

05 июля 2014 г.

Ехремкасси ял тăрăхĕ - халăх йышĕпе чи пысăккисенчен пĕри. Кунта çамрăксем нумай. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче 14-35 çулсенчисем 608 çын шутланаççĕ, вĕсенчен 96-шĕ - вĕренекенсем. Студентсем те сахал мар. Шкултан вĕренсе тухакансенчен 40 проценчĕ çулсеренех аслă шкулсене пĕлÿ пухма çул тытать.

Салтака кайма хатĕрленекенсем тата хĕсметрен таврăннисем унта та кунта пысăкрах укçа ĕçлесе илме çÿремешкĕн те ÿркенмеççĕ. Укçи кирлĕ вĕт-ха: çурт-йĕр, хуралтăсем лартмалла, хуçалăха тытса пымалла. Ялти пурнăç çăмăлах мар пулин те чылайăшĕ тăван вырăнтах пурăнасшăн.

Ехремкасси хĕрĕсемпе каччисем спорт ăмăртăвĕсенче те, культура мероприятийĕсенче те яланах хастар.

А. АНДРЕЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика