АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурланатпăр…

05 июля 2014 г.

Александр Ананьевич Ананьев Анат Татмăш ялĕнче 1930 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. 1945 çулта Вутланти çичĕ çул вĕренмелли шкула «5» паллăсемпе пĕтернĕ. 1948 çулта Александр Ананьев Калининăри педагогика училищинчен кĕçĕн классене вĕрентекен пулса тухнă. Хыççăн вăл Çĕрпÿ районĕнче çулталăк математикăпа физика предмечĕсене ертсе пынă.

1950-1956 çулсенче Ленинград хулинче çар службине ирттернĕ, виçĕ çул Çарпа инженери академийĕнче ăс пухнă. Отставкăри капитан шутланнă. А.Ананьев 1957-1961 çулсенче районти КПСС райкомĕн инструкторĕнче тата парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн пулăшаканĕнче тăрăшнă. Куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.

1961-1999 çулсенче Вутлан тата Ехремкасси шкулĕсенче математика, физика, информатика тата ытти предметсене ертсе пынă. Асăннă шкулсенче 24 çул директорта тăрăшса ĕçленĕ.

Тивĕçлĕ канура та алă усса ларман хисеплĕ ветеран. Кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлесе кăларнă. Районти тата республикăри обществăлла ĕçсенче активлă хутшăннă.

А.Ананьев - Чăваш Республикин писательсен Союзĕн членĕ, хисеплĕ краевед, Чăваш Республикин Краеведени обществин халăх академикĕ, РСФСР тата СССР халăх çутĕç отличникĕ. Шел, çак кунсенче ырă та лайăх юлташа яланлăхах çухатрăмăр. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕрере ялан упранĕ.

В. ДУБИНИН, А. КУЛИКОВ, З. НИКОЛАЕВ,   В. ЕФИМОВ, Н. СЕРГЕЕВ, Л. НИКАНДРОВА,      А. СЕРГЕЕВ, А. ТИМОФЕЕВ, Ю. КОРНИЛОВ

тата ыттисем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика