АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрпăкпа вылянăран…

12 июля 2014 г.

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче Элĕк салинчи Гагарин урамĕнче вут-çулăм алхасма пуçланă. Йывăç сарайĕнчен пушар тухнă. «Хĕрлĕ автан» çулне пÿлме районти пушар чаçĕнчен ятарлă икĕ автотранспорт çула тухрĕç. Инкекре пĕр-пĕринпе юнашар ларакан икĕ сарай тĕпренех çунса кĕлленчĕ. Çавăн пекех вĕсен çывăхĕнчерехре вырнаçнă мунчапа гараж та сиенленчĕç тата ытти пурлăх юрăхсăра тухрĕ. Малтанхи следстви ĕçĕсем хыççăн çакă палăрчĕ. Вут-çулăм ачасем шăрпăкпа вылянăран тухма пултарнă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене ачасен тĕлĕшĕпе тимлĕхе ÿстерме ыйтасшăн.

В. ПРОКОПЬЕВ,

районти пушар надзорĕн пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика