АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма пуçланнă

26 июля 2014 г.

Районта тыр-пул пухса кĕртес ĕçсем пуçланчĕç. Вырмана пуринчен малтан «Авангард» ял хуçалăх кооперативĕ тата «Рабия» агрофирма тухрĕç. Вĕсенче халĕ кĕрхи культурăсене выраççĕ.

«Рабия» агрофирмăн кăçал тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 1357 гектар çинчен пухса кĕртмелле, çак шутран 500 гектарĕ - кĕрхисем. Хирте виçĕ комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тăвать: пĕри - «Полесье», тепĕр иккĕшĕ - «Агрос-530». Паянхи куна   40 гектара яхăн кĕрхи тулă вырнă, вăтам тухăç - гектартан 20 центнер.

«Авангард» хуçалăхра  тĕш тырăсене 678 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Уйра «Вектор» тата «Дон-1500Б» комбайнсем ĕçлеççĕ. Штурвал умĕнче М.Моисеевпа А.Корнилов опытлă комбайнерсем.

Ял ĕçченĕсем вырма ĕçĕсене вăхăтра та йĕркеллĕ ирттерессишĕн тăрăшаççĕ.

А. ПРОХОРОВ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика