АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕмшешсем вăрнарсене çĕнтернĕ

26 июля 2014 г.

Вăрнар поселокĕнче ялти ачасен «Ылтăн пучах» футбол вăййисем иртнĕ. Хальхинче республикăри çак ăмăртусене Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи çамрăк футболистсем килсе çитнĕ. Турнирта 1999-2001 çулсенче çуралнă спортсменсен 8 команди тата 2001-2003 çулсенчи ачасен 6 ушкăнĕ тупăшнă.

Аслă ушкăнри ăмăртусене пирĕн районтан Шĕмшеш футболисчĕсем хутшăннă (тренерĕ - Владимир Трофимов). Ентешсем турнир хуçисене «Химик-Август» командăна çĕнтернĕ. Вăйăра нихăшĕ те пĕрне-пĕри парăнтарайман. Пĕтĕмпех пенальти татса панă, шĕмшешсем кÿршĕсен хапхине ытларах тапса кĕртнĕ те çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

   Г.ГЕННАДЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика