АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ

30 июля 2014 г.

 

Мĕнлерех-ха Чăваш Енре социаллă пурнăçпа экономикăри лару-тăру; Регионта ача сачĕсенчи черетсене пĕтерес тесе еплерех мерăсем йышăнаççĕ тата çамрăк çемьесене пулăшассипе регионти программăсем мĕнле ĕçлеççĕ; Çакăн çинчен калаçу пынă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă чухне.Республикăра пурăнакансем пекех, пирĕн район çыннисем те çак тĕл пулу усăллă пулнине палăртаççĕ.

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулни Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Унта пирĕн республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли питĕ кирлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Малашнехи тĕллев - Раççей Президенчĕ пурин умне те кăларса тăратнă задачăсемпе указсене федераци влаçĕн органĕсемпе тачă çыхăнса пурнăçа кĕртесси.

Эпир хамăр республикăпа тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Чăваш Енре хăйсен культурине, йăли-йĕркисене упраса тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Чăваш çĕрĕ çинче эрменсем, азербайджансем, тутарсем, еврейсем тата ытти халăхсем хăйсене пĕр пысăк çемьери пек туяççĕ. Çакна эпир хамăр районта та куратпăр.

В. АФАНАСЬЕВ,

район депутачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика