АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле савăнчĕç

02 августа 2014 г.

Юнтапа  тăрăхне кĕрекен Пиçенер ялĕн уявне йĕркелесе ирттерме «Золотое Руно» фирма пысăк пулăшу кÿчĕ. Çавăн пекех Огурцовсен, Семеновсен çемйисем пуçарулăх кăтартрĕç. Людмила Николаева, Ольга Романова, Татьяна Федорова тăрăшулăхпа палăрчĕç. Т.Федорован ал ĕçĕсенчен тата эрешлĕ ÿкерчĕкĕсенчен курав йĕркелерĕмĕр.

Пиçенерсене юрă-ташăпа савăнтарма Юнтапари информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Шурă акăш» ушкăн тата Вырăс Сурăмĕнчи библиотека-клуб çумĕнчи «Варкăш» фольклор ансамблĕ килчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тыткăнларĕç. Ял уявĕнчи чи асамлă самант вара кунта пурăнакансем чăваш çи-пуçĕпе çаран çине тухса карталанса хамăр тăрăхри юрăсене шăрантарни пулчĕ. Çивĕччисемпе вăйлисем спорт мероприятийĕсенче ăмăртрĕç.

И.АФАНАСЬЕВА,

ял старости.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика