АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннин ĕçне хăнăхаççĕ

06 августа 2014 г.

 

Юнтапари вăтам шкулта çитĕнекен ăрăва ĕçе хăнăхтарассине тата тивĕçлĕ професси суйласа илме вĕрентессине лайăх йĕркеленĕ. Вĕренÿ мастерскойĕсене, ял хуçалăх техникин пÿлĕмне кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă. 10-11 классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем механизаци енĕпе пĕлÿ илеççĕ. Хĕлле вĕсем ял хуçалăх культурисен агротехникине вĕренеççĕ, ÿсен-тăран сорчĕсене тĕпчеççĕ. Светлана Константинова технологи вĕрентекенĕ пулăшнипе агрономипе зоотехни енĕпе пуçламăш пĕлÿ илеççĕ. Çу кунĕсенче юнтапасем çĕр улми, тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ. Кунсăр пуçне утă хатĕрлеççĕ. Çаксем пурте вĕренекене çĕр ĕçне хăнăхма, выльăх-чĕрлĕх пăхассипе пуçламăш пĕлÿ илме пулăшаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика