АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейпа саламларĕç

13 августа 2014 г.

Асамат ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Пелагея Васильевна Васильева августăн 10-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак сумлă уявпа ăна Элĕк ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов саламларĕ. Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.

Пелагея Васильева августăн 10-мĕшĕнче Изванка ялĕнче çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнă. Ачалăхĕ йывăр иртнĕ унăн. Никита Андреевичпа пĕрлешсен Асамат ялĕнче пурнăç тĕвĕленĕ. Пелагея Васильевна 1951 çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Вăрнарти сĕт заводĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Пенси çулĕсенче те юратнă ĕçĕнче тăрăшнă.90 çулхи кинемей Леонид ывăлĕн çемйипе пурăнать. Пелагея Васильевнăна 5 мăнукпа 6 кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ.Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕпе Г.Григорьевăпа Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С.Алексеев асанмалăх парнепе чысларĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика