16 августа 2014 г.
Халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центр ĕçсĕррисене патшалăх пулăшăвĕ парать. Урăхла каласан, социаллă тÿлевпе тивĕçтерет. Социаллă тÿлевсен шутне пособи тата стипенди кĕрет. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ку çăмăллăха 35 çынна панă. Пособин вăтам виçи 3165,94 тенкĕ, стипенди - 3246,10 тенкĕ.
Ĕçсĕррисене пособие ĕçлемен кунсемшĕн, стипендие професси пĕлĕвĕ илнĕ вăхăтра параççĕ.
А.ПЕТРОВА,
Вăрнар районĕнчи (Элĕк сали) ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центр директорĕ.