АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ехремкассисем муркашсене килĕштерчĕç

23 августа 2014 г.

Ехремкассинчи Станислав Орлов культура тытăмĕнче ĕçлемест пулин те ял халăхĕ валли час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Çак кунсенче вăл ялта пурăнакансене хăйĕн килĕ умĕнчи лапама тепĕр хут пуçтарчĕ. Ехремкассисем Муркаш районĕнчен килнĕ коллективăн пултарулăхне пăхса савăнма йышлăн пуçтарăнчĕç. Курма пынисене ĕлĕкхи чăваш юррисем уйрăмах тыткăна илчĕç. Каçхи шăплăха кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупнă сасăсем сирчĕç. Муркашсене килĕштерчĕç, вĕсене ăнăçу сунса тав турĕç.

С.Орлов вара ял халăхĕ валли кану каçĕсем татах та йĕркелеме шантарчĕ.

А. ГОРШКОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика