АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăха ÿстереççĕ

23 августа 2014 г.

Пулас спортсменсемшĕн кану тапхăрĕ çук. Ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн çăмăл атлетика секцине çÿрекенсем çуллахи каникул вăхăтĕнче те тăтăшах тренировкăсем ирттерчĕç. Иртнĕ кунсенче вара Виктор Семенович Семенов тренер ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ спортри ăсталăха ÿстерме вунă кунлăха «Шупашкарти олимп резервĕсен училищине» тухса кайрĕ. Вĕренÿпе тренировка сборĕсене спортсменсен ăсталăхне ÿстерес, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара - кулленхи ĕçсенчен уйăрса тренировка валли вăхăт ытларах тупма пултарни. Кун пек чухне спортсменсен кăтартăвĕсем лайăхланаççĕ, ачасем ушкăнпа тата командăра хутшăнма хăнăхаççĕ. Çакă дисциплинăна çирĕплетме, ăна малашне тивĕçлипе тытса пыма май парать. Çитĕнекен ăрăва аталанма пĕтĕм услови пур унта.

В.СЕРГЕЕВ,

ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем»  спорт шкулĕн директорĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика