АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Авалхи юрăсен сассин» лауреачĕ

29 июня 2018 г.

Çак кунсенче Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Гаврил Федорова асăнса «Авалхи юрăсен сасси» регионсем хушшинчи 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта халăх юррине илемлĕн шăрантаракансем пухăннă. Пирĕн районтан асăннă конкурса Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулне çÿрекен тăваттăмĕш класри Никита Арсентьев хутшăннă. Вăл «Солистсем» номинацире палăрнă. «Сакки сарă, сарлака» тата «Мĕн хаклăрах» юррисемпе 2-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ. Унăн концертмейстерĕ - Владимир Тереньтев, вĕрентекенĕ - Алина Михайлова. Никита Юрă фольклор ушкăнĕнче пĕрремĕш класранпах вĕренет. Апла пулин те çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Юрланисĕр пуçне вăл кăçал баян музыка инструменчĕпе калассипе те пĕрремĕш утăмсем тума пуçланă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика