АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну ĕçĕ-хĕлĕ малалла чĕнет

06 июля 2018 г.

Çыхăну ĕçĕ-хĕлĕ малалла чĕнет

Раççей Почтин кунне çулленех пысăк хавхаланупа кĕтсе илетпĕр. Уява тивĕçлипе палăртас йăла пур-çке. Халĕ те, акă, иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕмĕр. Малашнехи ĕмĕт-тĕллеве палăртатпăр.

Лайăххи çинчен калаçма яланах кăмăллă. Пĕрремĕш çур çула япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Хамăр вулакансен ыйтăвне тивĕçтерсех пытăмăр тесе калас килет. Тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассипе те парăмра юлман. Пирĕн патăртан кашниех кăмăлпа тухса кайччăр тетпĕр.

Çыхăну ĕçĕ-хĕлĕ сарăлса, вăй илсе пырать. Хальхи вăхăтра халăха хаçат-журнал валеçнипех лăпланмалли çук. Сăмахран, пенси, пособи, ытти тÿлев илекенсем сахал мар. Çавăн пекех саккаспа килекен яваплă çырусем тата ытти ĕçлĕ хутсем çине те тимлĕх уйăратпăр. Вĕсене çийĕнчех адресат патне çитересси - пирĕн тĕп тĕллев. Тÿрех калатăп, яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса ĕçлетпĕр. Электроэнергипе, газпа, Интернетпа тата ытти пулăшупа усă куракансем чылайăшĕ тÿлеве пирĕн урлă пурнăçлаççĕ. Вĕсемпе кал-кал ĕçлесе пыни савăнтарать. Ăнăçлăхĕ, паллах, пирĕн ĕçченсенчен нумай килет. Вун икĕ çынран тăракан коллектив вăй-хала шеллемесĕр ĕçлет. Почтальонсем кăна çиччĕн. 19 ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтереççĕ вĕсем.

Светлана Васильева, сăмахран, Элĕк салин Гагарин урамĕпе хăпарать те Асамат, Витеçÿч ялĕсене васкать. Ăшă кăмăллă та çаврăнăçуллăскерĕн сумкки яланах тулли. Мĕншĕн тесен вăл кашни килпех пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Августина Ермакова Элĕк салинче пурăнакансемшĕн кĕтнĕ хăна вырăннех. Вăл çырăнтару вăхăтĕнче яланах малтисен шутĕнче. Альбина Якутова вара район центрĕнчи организацисемпе тата учрежденисемпе ĕçлеме вĕренсе çитрĕ. Кашнинех хаçат-журнал, çырусем, ытти ĕçлĕ хутсем вăхăтра çитерсе парать. Галина Васильева Торпкасси тата Хирлеппуç ялĕсенче пурăнакансемпе туслăн çыхăнса ĕçлет. Альбина Евдокимова Мăн Йăлкăш, Уйкас çыннисем умĕнче яваплă пулсан, Луиза Герасимова Изванкăра, Тимĕрçкассинче, Пĕчĕк Йăлкăшра пурăнакансемшĕн тăрăшать. Шел пулин те, пăшăрхантараканни те юнашарах. Çыхăну уйрăмĕнче почтальонсем çитмеççĕ. Çавăн пиркиех Дубовски, Синер, Ярушка тата Тукачпа Кураккасси ялĕсен çыннисен ыйтăвне пĕрлехи вăйпа тивĕçтеретпĕр.

Иккĕмĕш çур çула пысăк шанăçпа кĕтĕмĕр. Çырăнтару тапхăрне ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Пирĕн вулакансем çитес çур çулта пурĕ 1500 экземпляр ытла илсе тăрĕç. Çыхăну уйрăмне пĕтĕмпе 50 ытла кăларăм килсе тăни паллă. Çав шутран районти «Пурнăç çулĕпе» хаçата кăмăллакансем ытларах пулни курăнчĕ. Ăна 406 экземпляр çырăнчĕç.

Район хаçатне тата ыттисене почтăна килсе илсе тăракансем те хушăнчĕç. Районти потребительсен обществин ертÿçи Юрий Харитонов çырăнтару тапхăрĕнче ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Вăл райпо тытăмĕнчи организацисене «Российская кооперация» хаçата çырăнса пачĕ. Хаçат-журнал сарасси çăмăллăхпа усă курма май пур вăхăтсенче - вунăкунлăхсенче ăнăçлăрах пулса пынине палăртма кăмăллă. Вулакансене малашне те çапла хастар пулма сĕнес килет. Акă çитес çул шучĕпе ĕçлеме пуçларăмăр. Кăларăмсене 2019 çулта илсе тăма халех çырăнтаратпăр. Срокчен çырăнтарасси йÿнĕрех хакпа пулса пырать. Халĕ шăпах çав тапхăр пырать те. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен çырăнтару хакĕ йÿнĕрех.

Çыхăну тытăмĕнчи пулăшу ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте операторсен тÿпи пысăк. Ку енĕпе Светлана Павловăна уйрăмах ырăпа асăнас килет. Вăл 40 çула яхăн вăй хурса пысăк ăсталăх пухрĕ. Хăй ĕçĕнче чăн ăста, çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет. Пĕр ĕçри çамрăксене куллен вĕрентсе, хавхалантарса пырать.

Çĕннине, ыррине пурнăçа кĕртессипе те вăй хуратпăр. Юлашки вăхăтра почта-банк уçăлчĕ. Ун урлă, сăмахран, кредит илме заявка тăратма пулать. Укçа-тенкĕ илме, хывма, пенси илме майсем пур.

Раççей почтин кунĕ ячĕпе хамăр йышри ĕçтешсене, пирĕнпе куллен çыхăнса ĕçлекенсене те саламлатăп, ăнăçу сунатăп.

Любовь ПЕТРОВА,

Элĕкри çыхăну уйрăмĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика