АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн юбилярсене чысланă

10 июля 2018 г.

Ылтăн юбилярсене чысланă

Ылтăн юбилей - çемьен тĕп дати, пурнăçа тивĕçлипе ирттернин свидетельстви. Ылтăн туй таран пурăнма пурне те пÿрмен. Аркадий Ивановичпа Галина Николаевна Семеновсене вара шăпа çав парнене панă. Мăшăрсем пурнăçăн анлă çулне утса тухнă. Аркадий Иванович тата Галина Николаевна - чăн-чăн ял çыннисем. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн нумай тав, хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Вĕсем - ĕç ветеранĕсем. Çемье халĕ нихçанхинчен те пысăк тата çирĕп. Виçĕ ывăла воспитани парса ура çине тăратнă. Халĕ 6 мăнукпа савăнаççĕ. «Ылтăн» юбилярсем çур ĕмĕр хушшинче пĕр пăт тăвар, пичке пыл çисе янă. Галина Николаевнăпа Аркадий Иванович ÿпкелешме хăнăхман. Пурнăçĕ вĕсене иртĕхтермен. Вĕсем пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттернĕ.

Мăшăрсене ылтăн туй ячĕпе район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов саламланă. Аркадий Ивановичпа Галина Николаевна районти хисеплĕ юбилярсен Кĕнеки çине алă пуснă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика