АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тупăшлă çемьесене - субсидии

10 июля 2018 г.

Пĕчĕк тупăшлă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшушăн тÿлеме социаллă пулăшу парасси малалла пырать. 2018 çулта ку енĕпе субсиди пама 294276,40 пин тенкĕ пăхнă.

Çулталăк пуçланнăранпа коммуналлă пулăшушăн тÿлеме 16309 çемьене субсиди панă. Унта 47996 çын (Чăваш Республикинчи çынсен шучĕн 3,9 %) пурăнать. Вĕсене 136192,6 пин тенкĕ тÿленĕ.

Районти çынсен шучĕпе илсен, пĕтĕмĕшле хисепĕн 6,7 % (1046 çын) социаллă пулăшупа усă курать. Çав вăхăтрах, сăмахран, Шăмăршă районĕнче 6,4 % (783), Çĕмĕрле хулинче - 6,1 % (1779).

Чăваш Ен Ĕç министерствин «Социаллă пулăшу мерисене паракан центр» хысна учреждени 2018 çулхи июньшĕн 7721 çемьене субсиди панă. Уйăхра тÿленĕ субсиди сумми 11840 пин тенкĕ. Субсиди тÿлемелли укçа-тенкĕне кредит организацийĕсенче, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче уçнă уйрăм счетсем çине куçарса панă. Субсиди, паллах, пурне те тивĕçеймест. Ăна коммуналлă тÿлевĕн тăкакĕсем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕнчен 22 % иртсен тÿлеççĕ.

Субсидие ултă уйăхлăх параççĕ. Çак социаллă мерăна палăртассин тĕп условийĕ - коммуналлă тÿлев енĕпе парăм пулманни е ăна пĕтерме граждансем килĕшÿ туни. Субсиди виçи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿленĕ суммăран иртмелле мар. Субсидие социаллă хÿтлĕх пайĕ, нумай функциллĕ центр, çавăн пекех «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ» федераци патшалăх информаци тытăмĕ урлă илме пулать.

Заявленипе пĕрле çакăн пек документсем тăратмалла. Пурăнмалли çурт пурри, унпа усă курни çинчен документсен копийĕсем. Çавăн пекех пурăнмалли çуртшăн тата коммуналлă пулăшушăн тÿленĕ документсем е вĕсен копийĕсем те кирлĕ. Субсиди илекенĕн, унăн çемйин членĕсен çăмăллăх пуррине çирĕплетекен документ копийĕсем те пулччăр. Паллах, паспортсăр, ăна улăштаракан урăх документсăр та май çук. Кил хуçин, çемье членĕсен юлашки 6 уйăхри тупăшĕ пирки те хут кирлĕ. Субсидие куçарса пама банк счечĕн номерĕ те пулмалла.

Документсене уйăхăн 1-15 мĕшĕсенче тăратсан, субсидие 1-мĕш числаран параççĕ. 16-мĕшĕнчен пуçласа вĕçлениччен çитерсен тÿлев çитес уйăхăн 1-мĕшĕнчен пулĕ.

Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшушăн тÿлев структурине капиталлă юсав взносĕ те кĕрет.

Галина ГРИГОРЬЕВА,

социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика