АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçен кайăк чир ертет

13 июля 2018 г.

Вĕçен кайăк чир ертет

Июлĕн 11-мĕшĕнче эпизоотикăна хирĕç кĕрешессипе чрезвычайлă лару иртнĕ. Ăна Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин «Чăваш Республикин ветеринари лабораторийĕ» учрежденинче кайăксен грипĕн пирвайхи пĕтĕмлетĕвне пĕлес тĕлĕшпе ирттернĕ. Вирус кĕртме пултаракан сăлтава палăртас енĕпе ĕçсем пыраççĕ. Июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне Комсомольски, Патăрьел, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенче кайăк грипĕн А вирусне тупнă. Асăннă районсенче черетре пĕрремĕш тăракан мероприятисен комплексне ирттереççĕ. Вĕсем Чăваш Республикинче кайăк грипне сарăлма май паманнипе çыхăннă.    

Кайăк грипĕ - килти кайăк-кĕшĕке, тискер хур кайăка ерекен вируслă чир. Асăннă вируса вĕçен кайăксем куçараççĕ. Çак чирпе çын та чирлеме пултарать.

Чи пысăк хăрушлăх килти чăх-чĕпе, кăрккасене тата ытти кайăка кăларса тăратать. Унпа чирлесен кайăксем 100 проценчĕпех вилеççĕ. Шывра пурăнаканнисем хушшинче çамрăккисем вилсе пĕтнĕ хыççăн ыттисем вируса куçма май параççĕ. Килти кайăк-кĕшĕк çак чир ерсен хавшать, шыв çинче пурăнакан тискер кайăк вара сывă курăнать пулин те, ытти кайăксене тата çынсене инфекци ертме пултаратех.

Килти хушма хуçалăхра тытакан тата пĕчĕк таварлă фермăсенче кайăк-кĕшĕк ирĕкре уçăлса çÿренĕ тапхăрта уйрăмах чир ерес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та грипп çынна тата кайăк-кĕшĕке ан ертĕр тата инфекци ан сарăлтăр тесен чи малтанах килти чăх-чĕпе тискер кайăксемпе хутшăнтармалла мар. Килти кайăка шыв-шур хĕрне ямасăрах шăвармалла. Çавăн пекех чăх-чĕпе, хур-кăвакала ирĕке кăларма тăрăшмалла мар е уçăлса çÿремелли вырăнта çиелтен сетка тытмалла, тискер кайăк кил çывăхне ан пытăр тесен хăратмалли катемпипе усă курмалла.

Хальхи вăхăтра пирĕн хушăра чылай тĕслĕ кайăк усрама ÿркенмест. Вăл шутра тискер кăвакал тытакансем те пур. Çавăнпа та чиртен асăрханас тесен кил хуçалăхра усрас тĕллевпе тискер хур-кайăка та тытма юрамасть. Сунартан тытса килнĕ кайăка кил карти территоринче пусма тата каяшĕсене килти чĕр чунсене çитерме юрамасть. Тыр-пула, кайăк апатне хупă вырăнта тытмалла, мĕншĕн тесен тискер кайăк тапăннă апат-ран кайран килти чăх-чĕп тата хур-кăвакал, кăркка чир ертме пултарать. Кил таврашĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне килти кайăк-кĕшĕке уçă вырăнта апатлантармалла мар, çакă тискер кайăка кил çывăхне пыма астартать.

Тĕрлĕ тĕслĕ кайăка уйрăмшар пÿлĕмре усрамалла. Çавăн пекех çамрăк кайăк-кĕшĕке тата инкубаци çăмартине туяннă чухне те асăрхануллă пулмалла. Сутма ирĕк паман вырăнсенче туянма ан тăрăшăр. Енчен те килти кайăк-кĕшĕк анранине, сăмахран, апат тата шыв çиме хирĕçленине, тĕкĕ тăлпаланнине, пуçĕ пысăкланнине, тĕпеки, урисем тĕс улăштарнине, тайăлса утнине, шывра пурăнакан килти кайăкăн куçĕ тĕксĕмленнине асăрхасан тÿрех вырăнти ветеринари врачне пĕлтермелле. Çакă чир пуçланнин палли пулма пултарать.

Л.ЛЬВОВА,

районти ветеринари станци

начальникĕн çумĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика