АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хастаррисене пĕрлештерет

10 августа 2018 г.

Спорт хастаррисене пĕрлештерет

Физкультурăпа спорт аталанса, вăй илсех пырать. Çавна Пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунĕ çывхарнă май палăртма уйрăмах кăмăллă. Чăннипех те ÿсĕмĕсем тата ĕмĕчĕсем еплерех-ши; Хуравне илтес, ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе районти «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Валерий Сергеева сăмах парас тĕрĕмĕр.

- Валерий Николаевич, эсир физкультурăпа спортра çĕнĕ çын мар ĕнтĕ, опытлă педагог, тренер шутланатăр. Ку енĕпе нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухрăр. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе пысăк тÿпе хыврăр. Халĕ те вăй-хала шеллемесĕр тăрăшатăр. Эсир йывăр атлетика тата ытти енĕпе те пысăк çитĕнÿсем туни те паллă. Халĕ, авă, спорт ĕçĕн ветеранĕ те пулса тăтăр.

- Манăн хам пирки темех калас килмест-ха. Мухтанас шухăшăм та çук. Паллă ĕнтĕ, эпĕ мĕн ачаран физкультурăпа спорта кăмăлланă. Чун туртнипех ку енĕпе вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илнипе пĕрлех пурнăçăма тăван Элĕк шкулĕпе çыхăнтартăм. Ачасене физкультурăна вĕрентме пуçларăм. Ун чухне вĕренекенсем чылай йышлăрахчĕ. Вĕсемпе ĕçлеме те интереслĕччĕ. Яшсемпе хĕрсем физкультурăпа спорта юратчăр тесе çичĕ çул вăй хутăм. Хыççăн пурнăç çулĕ Элĕкри спорт шкулне илсе çитерчĕ. Паянхи куна илсен те кунти ĕç-хĕле йĕркелесе пыратăп.

- Район центрĕнче хăватлă физкультурăпа спорт комплексĕ çĕкленнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Кунта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ малаллах кайни савăнтарать. Валерий Николаевич, кунти ĕç-хĕл пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.

- Физкультурăпа спорт комплексĕ 2009 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче ĕçе кайнă. Кунта аталанма, пĕлÿ илме, сывлăха çирĕплетме майсем çителĕклĕ. Аслă та çутă çуртра мĕн кирли пурте пур темелле. Бокс, ирĕклĕ кĕрешÿ, пауэрлифтинг, футбол, волейбол, шашка-шахмат, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси, туризм енĕпе секцисем ĕçлеççĕ.

Занятисене хăйсен ĕçне аван пĕлекен специалистсем ирттереççĕ.

- Ăнăçу, паллах, хăй тĕллĕнех килмест. Уншăн пайтах вăй хумалла. Çитĕнĕве çынсем тăваççĕ. Хăвăр йышри хастарсене ятран та асăнăр-ха.

- Пирĕн коллективра 23 çын шутланать. Çав шутран вырăнти тренер-преподавательсем улттăн. Йышра 0,5 ставкăпа ĕçлекеннисем те пур. Кусем - шкулсенчи тренер-вĕрентекенсем. Спорт шкулĕн филиалсем пур. Кусем, паллă ĕнтĕ, кашни шкултах йĕркеленнĕ. Вĕсемпе эпир кулленех çыхăнса ĕçлетпĕр. Элĕк вăтам шкулĕнче тренер-вĕрентекенсем виççĕн пулсан, ыттисенче - пĕрер специалист.

Йышра ăста çынсем пурри, чăнах та, савăнтарать, шанăç кÿрет. Виктор Семенов, сăмахран, СССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ. Вăл çавăн пекех Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкуьтурăпа спорт ĕçченĕ те. Вăл çăмăл атлетика енĕпе секци ертсе пырать. Владимир Гордеев та спортăн чăн-чăн тусĕ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ» ят илнĕскер ачасене бокса юратма вĕрентет. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле час-часах аякри ăмăртусене те хутшăнать. Хальхи уяв кунĕнче те çĕршыв шайĕнчи тупăшура пирĕн боксерсем.

- Валерий Николаевич, шкулсенче те физкультурăна вĕрентессипе тăрăшуллисем çук мар. Эсир камсене уйрăммăн палăртнă пулăттăр;

- Элĕк вăтам шкулĕнчи тренер-преподавательсем яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хураççĕ. Хĕл кунĕсенче, сăмахран, йĕлтĕр трассине якатса, çĕнетсех тăраççĕ. Лев Данилов вĕрентекен çулленех пĕрремĕш разрядлă йĕлтĕрçĕсем хатĕрлессипе хастар. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кăна яшсемпе хĕрсем вун тăххăрăн çак чикке çĕнсе илчĕç. РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ физкультура урокĕсене яланах кирлĕ пек ирттернипе палăрать. Асăннă шкулти Георгий Трофимов преподаватель туризм енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Тавăт вăтам шкулĕнчи Николай Васильев 1980 çултанпа спорт шкулĕнче пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартать. Чăн-чăн вĕрентекен аслисем, шкул ачисем хушшинче те чыс-хисепре. Чăваш Сурăм шкулĕнчи Константин Громов та физкультурăпа спорт енĕпе нумай çул ырми-канми тимлет. Вăл çĕнĕлĕхе хак- лать, кадет юхăмне аталантарассипе те тăрăшуллă. Шĕмшеш шкулĕнчи Владимир Трофимов хăй ĕçĕнче чăн ăста, футбол секцийĕн ĕçĕнче те пултаруллă. Ураскилтри Сергей Филиппов та спорта аталантарассипе нумай тăрăшать.

- Йышра çамрăк тренерсем пурри - ырă пулăм. Ку енĕпе кама палăртнă пулăттăр;

- Эрик Вонифатьев тренер-вĕрентекен малаллах талпăнни курăнать. Вăл футбол енĕпе виçĕ ÿсĕмри çынсемпе лайăх ĕçлет, çавна май ÿсĕмĕ те куç кĕрет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕшĕн пынă «Сăран мечĕк» турнирта Элĕксем виççĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Шкул ачисен спартакиадинче чылай чухне пĕрремĕш-сем пирĕн футболистсем.

- Кулленхи ĕç çĕнĕлĕхсĕр мар ĕнтĕ. Çавăн çинче те чарăнса тăрăр-ха.

- Юлашки çулсенче Сывлăх кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Çавăн чухне занятисем, мероприятисем тÿлевсĕр иртеççĕ. Пурне те хаваспах йышăнатпăр. Çав кунсенче харпăр хăйне аталантарма майсем пур тесе калас килет. Хăшĕ-пĕри бассейн шăпипе интересленет. Ку çĕнĕлĕх ĕмĕтре пур-ха.

- Ачасем спорт шкулне пысăк йышпа çÿрени паллă-ха. Вĕренекенсем ăмăртусенче те малтисем. Аслăрах çулхисем пирки мĕн каланă пулăттăр;

- Çулланнисем хушшинче спорта юратакансем çук мар. Вĕсем шашка-шахматла выляççĕ, ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Анчах волейболла выляма кăмăллакансем сахалланни палăрать. Çав вăхăтрах Скандинави меслечĕпе утакансем хушăнсах пыраççĕ. Çак çĕнĕлĕхĕн йĕркине, правилине ыйтакансем те пур. Эпир вĕсемпе ĕçлеме хатĕр. Каçхине стадионта çутă çутса паратпăр.

- Валерий Николаевич, вулакансене Физкультурник кунĕн уявĕн программипе паллаштарăр-ха.

- Чи малтанах эпĕ ĕçтешсене, физкультурăпа спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене уяв ячĕпе саламлатăп, ăнăçу сунатăп. Августăн 11-мĕшĕнче, шăматкун, пурне те ирхи 10 сехет тĕлне физкультурăпа спорт шкулне пыма чĕнетĕп. Уява савăнăçлă лару-тăрура 12 сехетре уçатпăр. Программăра - тĕрлĕ ăмăрту. Уява пынисене пляж волейболĕ, мини-футбол, шашка-шахмат, дартс вăййисем, пневматика винтовкинчен пересси кĕтет. Пуçламăш классенче вĕренекенсем, шкул çулне çитменнисем велосипедпа ярăнса савăнĕç. Çавăн пекех ГТО нормисене пама та майсем пулĕç.

- Калаçушăн тавтапуç.

Елена ТИМОФЕЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика