АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ йывăр, анчах та интереслĕ

10 августа 2018 г.

Ĕçĕ йывăр, анчах та интереслĕ

 Строитель профессийĕ тÿрремĕнех обществăна пысăк усă кÿрекен, этемлĕхшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвакан специальноç темелле. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ халăхра арçынсене пырса тивекен «Йывăç лартмалла, ывăл ÿстермелле тата çурт çĕклемелле», - текен каларăш темиçе ĕмĕр «çÿрет» ĕнтĕ.

Çавăнпах-тăр арçын ачасем мĕн пĕчĕкренех строительство енне туртăнаççĕ те. Аса илер-ха, вĕсем хăйăр çинче башня çĕклеççĕ, шыв лупашки урлă кĕпер хываççĕ, йывăçсен хÿттинче хÿшĕсем тăваççĕ. Ÿсерехпе хăшĕ-пĕри кун пек вăйăсем çинчен манать, теприсемшĕн ку ĕмĕрлĕхех юлать, пурнăç тĕллевĕ пулса тăрса професси патне илсе çитерет.

Çакна Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Элĕкре пурăнакан Виктор Михайлов та çирĕплетет. 39-ти çамрăк пилĕк çул ытла ĕнтĕ «Аликовская МСО» организацире строительте тăрăшать. Халĕ вĕсен 6 çынран тăракан бригади Мăн Вылăра нумай ачаллă Пшанковсене валли пурăнмалли çурт тăвассипе ĕçлет.

- Июлĕн 10-мĕшĕнче тепĕр ушкăн çурт валли никĕс ячĕç те 10 кунран эпир ĕçе пуçăнтăмăр. Стенасене купаласа хăпартрăмăр. Халĕ çурт тăррине витессипе тимлетпĕр,- палăртать çамрăк.

Строительсем ĕçе çиелтен тата алăран кайтăр тесе туманни тÿрех сисĕнет. Стенасем çинчи кашни кирпĕч ерешлесе хăпартнăн пĕр тикĕс курăнаççĕ. Çавăн пекех ăнсăртран растворпа вараланине те кураймăн.

- Эпир ку бригадăра пурте Кĕçĕнтăвансем. Ятарласа строитель специальноçне илнисем çук пирĕн хушăра. Çав вăхăтрах ку ĕçре пĕри те çĕнĕ çын мар. Ĕçтешсенчен пурте килти хушма хуçалăхне çавăрнă, кунсăр пуçне малтанхи тапхăрта тĕрлĕ регионти стройкăра сахал мар тăрăшнă. Çавăнпа та ĕç вăрттăнлăхне пурте аван чухлаççĕ, - каласа парать бригадир. Тĕрĕссипе вара, Виктор Михайлович хăйсен ушкăнĕнче чи çамрăкки. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, пиччĕшĕсене кура çак ĕçе хăнăхнă та. Халĕ унпа пĕр ушкăнрах ĕçлекен Геннадийпа Владимир пиччĕшĕсем ăна пуçласа строительство ĕçĕсене явăçтарнă-мĕн. Борис Федоров, Иван Дмитриев, Сергей Порфирьев ĕçтешĕсемпе кĕске вăхăтрах икĕ хутлă çурт стенисене хăпартса лартнă та вĕсем. Халĕ вара Строитель кунĕччен çурт тăррине витсе пĕтерме тĕллев лартнă та. Кунпах ĕç вĕçленмест-ха вĕсен. Строительство ĕçĕнче пысăк профессионалсемех-ха халĕ арçынсем. Пластик кантăксем лартассине те вĕсенех шанса панă.

Вĕсемпе пĕр вăхăтрах штукатур-малярсем те ĕçлеççĕ. Стенасене якатса тикĕслеççĕ, обой çыпăçтарма хатĕрлеççĕ. Ирхи 8 сехетрен пуçласа17 сехетченех ĕç шавĕ чарăнмасть кунта.

Виктор Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, хыççăнах тепĕр ушкăн ĕçĕ пуçăнĕ. Пÿрте шыв кĕртĕ, канализаци пăрăхĕсене хурса тухĕ. Проектпа килĕшÿллĕн «Аликовская МСО» организаци ĕçченĕсем Пшанковсене хатĕр çуртпа тивĕçтереççĕ. Унта ăшăпа сивĕ шыв та, ваннăй та пулĕ, нушапа та тула тухма тивмĕ. Асăннă çурта çĕклеме республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă.

Самантлăха ĕçрен пушаннă Виктор Михайловичпа строитель профессийĕ пирки калаçатпăр. Чи малтанах мĕншĕн арçын çак профессие суйланипе кăсăкланатăп.

- Пиччесене кура ахăртнех. Пĕлĕш-тантăшран строительсем хисепре, вĕсен шалăвĕ япăх мар пулнине пĕрре мар илтнĕ. Çитменнине тата пăта çапма пĕлни кил хуçалăхра та яланах кирлĕ-çке. Ман шутпа, çак професси çыннисем хăйсен çемйи- не тăрантарма кирек хăçан та укçа тупма пултараççĕ. Лайăх специалист вара пысăк шалу тÿлекен ĕç вырăнĕ те тупатех.

- Бригадир пулма та çăмăлах мар-тăр, çынсене ертсе пыма, тĕрлĕ чертеж вулама пĕлмелле-çке;

- Кирек епле объектра та строительсен бригади тĕрлĕ специальноçлă çынсенчен тăрать. Вĕсем вара пурте алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Кашниех ĕçе пахалăхлă тăвасси вара пĕр-пĕринпе калаçма пĕлнинчен килет те. Пирĕн професси ыттисенчен ушкăнпа ĕçлемеллипе уйрăлса тăрать те. Вăл е ку специальноçа алла илнĕ çын бригадăра ĕçлесе те ĕçтешĕн- чен тепĕр ĕçе хăнăхса пырать. Çавăнпа та ушкăнпа ĕçлекен чылай маçтăр строительствăра тĕрлĕ енлĕ ĕç тума пултарать. Пытармастăп, эпĕ те паян чылай опытлă строительсенчен вĕренсе пыратăп. Пĕр-пĕринчен вĕренни яланах лайăх-çке.

- Апла пулин те сирĕн профессие çăмăл тееймĕн. Хăвăр профессин лайăх тата япăх енĕсене палăртсамăр.

- Ытти кирек епле ĕçри пекех пирĕн те япăххипе лайăх енĕсем пурах. Паянхи кун асăннă професси çыннисем кирек ăçта та кирлĕ. Строитель ĕçĕ интереслĕ тата пултарулăха аталантарассипе çыхăннă. Профессин япăх енĕсен шутне хăш чухне вăхăта пăхмасăр ĕçлеме тивнине кĕртмелле. Объекта палăрт- нă вăхăтра хута ямалла чухне кăнтăрла та, каçхине те ĕçлеме тивет. Строителĕн сивĕ пÿлĕмре те, хĕвел хĕртсе пăхнă чухне те ĕçлеме тивнине те пытарма кирлĕ мар.

- Сирĕн шутпа, строительсемшĕн мĕнле пахалăх уйрăмах пĕлтерĕшлĕ;

- Ман шутпа, çак професси çыннисем пысăк тÿсĕмлĕхпе палăраççĕ, çак ĕçре вăй-хал та пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ вырăнта ĕçлеме тивет вĕсен, хăш-пĕр чухне кĕрсе тухма та кансĕр. Чĕрĕлĕх, алăсен пиçĕлĕхĕ çеç мар, мĕнпур кĕлетке авăнма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Строительствăри хăш-пĕр специальноçсемпе кирек хăçан та пĕр тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет-çке, çавăнпа та питех те тимлĕ пулмалла. Кун пек чухне куçпа виçсе пĕлни тата куç çивĕч пулни пĕлтерĕшлĕ.

Строитель кунĕ умĕн эпир те, хаçатçăсем, «Аликовская МСО» организацин пĕтĕм ĕçченне тата районти мĕнпур строителе ăнăçу, лайăх çанталăк тата мĕнпур ыррине сунатпăр.

Эльвира Кузьмина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика