АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелнĕ чиркÿре кĕлĕ иртрĕ

14 августа 2018 г.

Çĕнелнĕ чиркÿре кĕлĕ иртрĕ

Августăн 10-мĕшĕ Çулавăç тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн ĕмĕр асра юлмалли, çавăн пекех историе кĕрсе юлмалли кун пулĕ. Турăн Таса амăшĕн Смоленск турăшĕн чиркĕвĕ çĕнелсе улшăннă хыççăн уçăлчĕ. Çак уява чиркÿ 180 çул тултарнине халалларĕç.

Чиркĕвĕн престол праçникне сумлă хăнасем те çитнĕ. Кусем - Шупашкар епархийĕн çиччĕмĕш благочиннăй округне кĕрекен священниксем. Ку йышра Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор Муравьев протоиерей та пулчĕ. Çавăн пекех Шĕмшеш тата Çулавăç чиркĕвĕсен настоятелĕ Николай Морозов иерей та пĕрлех.

Çулавăçсем хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илес тесе тăрăшнă. Çĕнетнĕ пысăк алăкран пуçласа чиркĕве пырса кĕме чĕрĕ курăкран кавир сарнă. Кĕçех савăнăçлă уявра пурте кĕтнĕ ертÿçĕ - Преосвященный Игнатий, Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ хăйĕн çăмăл машинипе çитрĕ. Ăна чыс-хисеп туса чиркĕве чĕрĕ коридорпа кĕртрĕç. Николай атте ячĕпе пилленĕ алтарьте кĕлĕ пуçланчĕ. Типтерлĕ те çутă пÿлĕмре çынсем йышлă. Çулавăç тăрăхĕнчи ялсенчен кăна мар, аякран та нумаййăн килнĕ. Кашниех Аслă Турă ячĕпе, ыррине ыйтса çурта лартрĕç. Преосвященнăй Игнатий литурги турĕ. Ăна священниксем пулăшса пычĕç. Кашниех пухăннисене ырăлăх, Турăпа пĕрле пулма сунчĕç. Сергий благочиннăй (Нурăс) Çулавăç чирĕкĕвĕн шăпи çине те çитрĕ.

- Сирĕн çак Турă çурчĕ хăй ĕмĕрĕнче темĕн те тÿссе ирттернĕ. Унăн кун-çулĕ хĕн-хурлă та пулнă. Епле пулсан та ăна Турă пăрахман, сыхласа хăварнă. Пирĕштийĕ юнашар пулман пулсан вăл вуçех арканса пĕтнĕ пулĕччĕ, - палăртрĕ священник.

Игнатий епископ, урăхла каласан, архиерей сăмахĕ пурне те тыткăнларĕ те. Ăна чылайăшĕ Чăваш Ен наци радиовĕн передачисем тăрăх та пĕлеççĕ иккен. Чăнах та, вăл питĕ уçăмлă, чăн-чăн Турă çынни пек калаçнине темиçе хутчен те итлеме тÿр килнĕ-ха. Кĕлĕ вăхăтĕнче вара ăна сăнран та курма питех те кăмăллă пулчĕ.

- Историрен пĕлетĕр ĕнтĕ, ĕлĕк ялсенче чухăн пурăннă. Килĕрен тенĕ пекех пĕчĕкрех улăм витнĕ пÿртсем пулнă. Çав хушăрах чиркÿсене чултан, кирпĕчрен те хăпартнă. Мĕншĕн çапла тетĕр; Мĕн авалтанах çынсем Турра хисепленĕ, чысланă, юратнă. Турă вăл юрату. Ăна юратса пурăнмалла, - терĕ Шупашкар епархийĕн викарийĕ. Вăл Турра пăхăнса пурăнма кирлине палăртса, ытти тĕслĕхсем те илсе кăтартрĕ.

- Час-часах çул-йĕр çинче аварисем пулни çинчен илтетпĕр. Çавăншăн кам айăплă тетĕр; Çул-йĕр правилисене çыракансем е ăна пăхăнманнисем; Паллах, çыннисем айăплă. Пурнăç йĕркине, Турă хушнине пăхăнса пурăнмалла, - малалла калаçрĕ вăл пухăннисемпе. - Паян, акă, службăра пултăмăр. Пысăк ĕç турăмăр. Анчах та кĕлле пурте чун-чĕрери туйăмпах хутшăнчĕ-и-ха; Е ячĕшĕн кăна, концерт е театр курнă пек килсе тăнă. Чиркĕве «пушă» чун-чĕрепе çÿрени уссине параймĕ. Турра юратса, чун-чĕререн парăнса пурăнсан вăл сире яланах пулăшĕ.

Игнатий епископ чăн-чăвашла, тĕп-тĕрĕс калаçнин вăрттăнлăхне те пĕлме тÿр килчĕ. Вăл, Игнатий Суранов, Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче 1978 çулта çуралнă. Вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хăй вара чиркÿ çынни пулса тăнă. Турри çапла çырнă пулсан мĕн тăвăн-ха; Патăрьел, Муркаш районĕсенчи чиркÿре тăрăшнă çамрăк. Юлашки вăхăтра вара ÿсĕм картлашкипе çÿлех хăпарма пултарнă. Игнатий Сĕнтĕрвăрри епископĕ пулнипе пĕрлех Шупашкар епархийĕн викарийĕ те.

Çĕнелнĕ чиркÿре кĕлĕ вĕçленсе пынă май вăл Çулавăçсене ырăпа асăнчĕ. Турă çурчĕн пĕр пайне ĕçе ярассипе пысăк ĕçсем тунине палăртрĕ. Пархатарлă ĕçе малаллă тăсма ăнăçу сунчĕ.

Кĕлĕ хыççăн чиркÿ настоятелĕ Николай Морозов иерей Игнатий Владыкăна тата уява килнĕ священниксемпе халăха тав турĕ. Чиркĕве ĕçе ярассиппе пысăк пулăшу кÿнисене - «Алиководорстрой», «Аликовская МСО» обществăсен ертÿçисене Виталий Степановпа Сергей Лаврентьева, чиркĕве пăхса тăракан Анастасия Сергеевăна Тав хучĕпе чысларĕç.

Кĕлĕ вĕçленсен те пухăннисем часах саланмарĕç. Вĕсене аслă та типтерлĕ картишĕнче киленме кăмăллă пулчĕ.

- Иртнĕ çулсене илсен-и - кунта шкул пулнă. Мăшăрăм Коля çавăнта вĕренни çинчен каласа паратчĕ. Класĕ ăçта выр- наçнине те кăтартнăччĕ, - терĕ Çулавăç салинче пурăнакан тантăшăм Галина Иванова.

- Шкул кăна-и, ку вырăнта фермăсем те пулнă. Чиркÿ çуртне склад вырăнне усă курнă. Унта мĕн кăна тултарман-ши, - сăмахларĕ ферма ертÿçинче вăй хунă Юлия Андриянова.

Халĕ, авă, пăх та кур. Чиркĕвĕн пĕр пайĕ ытарми çĕнелнĕ. Йĕри-тавра хыт хура ашкăрнă, тикĕс мар, лакăш-тĕкĕшлĕ вырăна палласа та илеймĕн. Ем-ешĕл картишĕнче йывăçсем çÿлелле кармашаççĕ, чечекĕсем те илемĕпе, ырă шăршипе тыткăнлаççĕ. Çакăнта Анастасия Сергеевăн тÿпи пысăк иккен. Вăл кунта чăн-чăн кил хуçи вырăннех. Территорие çĕнетсе çирĕплетессипе те мĕн тери пысăк ĕçсем тунă. Йĕри-тавра тикĕслесе якатнă хыççăн типтерлĕн карта çавăрнă, ăна сăрласа илем кÿнĕ. Чиркĕве кĕмелли алăка, унăн таврашне питĕ килĕшÿллĕ маçтăрланă. Турă çурчĕн картишне илсе кĕрекен капмар хапха пирки те çавнах каламалла.

- Нумай-нумай ырă ĕçсене йăлтах халăх вăйĕпе пурнăçланă. Темиçе хутчен те пухăнса канашларăмăр, субботниксем ирттертĕмĕр, - каласа пачĕ чун-чĕреллĕ ертÿçĕ - Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Клементьева.

Вăл ял хастарĕсене ятранах асăнчĕ. Чиркĕве сыхласа хăварас, çĕнетес енĕпе паллă ентешĕмĕр - Урпаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Якимов пуçарулăх кăтартнă. Паянхи ял старости Виталий Филиппов та пархатарлă ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Юлашки вăхăтра чиркÿ чанĕ- сене халăхран укçа пуçтарса туяннă. Ку енĕпе Çулавăçри Алена Федотова, Анаткас Çулавăçри Майя Семенова, Писĕпри Вера Григорьева, Урпашри Альбина Ивакова, Альбина Фирсова ырăпа палăрнă. Питĕшкассинчи Наталия Миронова амăшĕ 5 пин таран укçа панă. Чиркÿпе çыхăннă ĕçсенче Ильяпа Альбина Самохваловсем, Ира Казакова, Мария Павлова, Мария Николаева, Светлана Егорова тата ыттисем те хастар пулнă. Чиркÿ çывăхĕнчи Турикас урамне йĕркене кĕртессипе Олег Иванов тимленĕ.

Чиркĕве килнĕ хăнасене валли апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе Зоя Егорова хăй çине илнĕ. Ăна пулăшакансем те чылаййăн пулчĕç. Çапла вара картишĕнче уçнă «столовăйра» пурне те апатлантарчĕç, ăшă кăмăлпа ăсатрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Клементьева пурне те тав турĕ, чиркĕве килсе çÿреме чĕнчĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика