АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волковсем - вĕрентекенсем

17 августа 2018 г.

Волковсем - вĕрентекенсем

Мăшăр ĕмĕр тăршшĕпе пĕр сукмакпа утни чыс та хисеп. Пĕлтĕр Вăрнар районĕнчи Пайăкри Тамара Гавриловнăпа Константин Кузьмич çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине палăртнă. Ялти чи хисеплĕ мăшăр паянхи кун та юратăва упрать. Волковсем ялан пĕр-пĕрне килĕштерсе тата итлесе пурăннă. Халĕ те çаплах.

- Хамăра телейлĕ тесе шутлатпăр. Хыçра - ырă самантсем кăна. Иксĕмĕр те пурнăçа педагогика ĕçĕпе çыхăнтартăмăр. Йывăрлăхсем пулман мар, çавах та чăтнă, хуçăлса ÿкмен, малалла утнă, - терĕ Т.Волкова.

51 çул пĕрле вĕсем. Тамара Гавриловнăпа Константин Кузьмич Пайăкра çуралнă. Пĕр-пĕрин хушшинчи уйрăмлăх - икĕ çул. Иккĕшĕ те Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕве кĕрсен кăна туслăх çуралнă.

- Чăрăшкас Хирлеп шкулне лайăх паллăсемпе пĕтертĕм. Унтан Калинино шкулĕнче пĕлĕве тарăнлатрăм. Алла аттестат илсен, укçа-тенкĕ çитсе пыманран, малалла вĕренес шухăша пăрахăçларăм та колхоза ĕçе вырнаçрăм. Эпĕ, 1942 çулта çут тĕнчене килнĕскер, аттене курман, мĕншĕн тесен вăл вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Анне чирлекелетчĕ. Çавăнпа çывăх çынна пулăшмасăр май çук. Çемьере тепĕр икĕ ача пулнă-ха. Анчах вĕсем çут тĕнче илемĕпе нумай вăхăт киленсе пурăнайман, вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Аннешĕн эпĕ чăн-чăн тĕрев вырăннехчĕ. Вăл шкулта вĕренмен пулин те вулама та, çырма та лайăхах пĕлетчĕ. Иксĕмĕр те колхозра ĕçлеттĕмĕр, укçа-тенкĕ вырăнне е тырă, е улăм паратчĕç. Манра хастарлăха асăрхарĕç-ши, колхозра комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Тивĕçе пĕтĕм кăмăлтан пурнăçланă: кану каçĕсем йĕркелесе ирттернĕ, стена хаçачĕ кăларнă. Пĕр сăмахпа, пушă вăхăта ялан усăллă ирттернĕ, - калаçăва сыпăнтарчĕ Тамара Волкова.

Колхозра бригада ĕçĕсенче икĕ çул вăй хунă хыççăн Чăрăшкас Хирлеп ял библиотекине куçнă. Çĕнĕ ĕçе хăвăрт хăнăхнă. Ку таврари ялсенче пурăнакансене кĕнекепе туслаштарасси тĕп вырăна тухса тăнă çамрăкшăн. Хăй те вулама юратнă. Вĕренес туртăм вара канăç паман. 1964 çулта Шупашкарти педагогика институтне вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

- Ĕçрен уйрăлмарăм, çавăнпа та куçăмсăр майпа ăс пухрăм. Çамрăк чух тата каçсерен урама тухса ларас килетчĕ. Вăл вăхăтра ялта çамрăксен йышĕ пурччĕ. Купăс сасси илтĕнсе кайсанах хĕрсемпе каччăсем патне васкаттăм. Пĕр-пĕр çыннăн килĕ умне пуçтарăнса лараттăмăр та юрăсем юрлаттăмăр. Ял урамĕ Константин Кузьмичпа туслаштарчĕ. Каччă купăспа ăста вылятчĕ. Унран куç вĕçертес килместчĕ. Вăл та мана асăрхарĕ, калаçма пуçларĕ. Темиçе çул çÿренĕ хыççăн кăна çемье çавăртăмăр, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Тамара Гавриловна.

- Кирек епле пулсан та çынна пĕрех çемье кирлĕ. Çавна шута илсе 27 çул тултарсан авланма шутларăм. Ялти ĕçчен те хитре хĕре Тамарăна хамăн мăшăр турăм, - калаçăва хутшăнчĕ Константин Кузьмич. - Эпĕ те вунă класс пĕтерсен колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Вырăнта пултарулăх ушкăнĕ пурччĕ те, ăна ертсе пытăм. Мана районти тĕрлĕ мероприятисене те чĕнме пуçларĕç. Вăхăт тупăннă - ялан хутшăннă.

К.Волков кăмака купалама та вĕреннĕ. Ялти пĕр пĕлĕшĕпе тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Элĕке те кайнă. Унта вăл баянпа лайăх каланине культура ĕçченĕсем асăрханă, ĕç сĕннĕ. Константин Кузьмич хирĕçлеме пултарайман, Элĕкри культура çуртĕнче художество пултарулăх ертÿçи пулса тăнă. Концерт программине пысăк шайра хатĕрлесси йăлтах унран килнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти музыка училищинче пĕлĕвне ÿстернĕ. Каярахпа музыка шкулне вĕрентекене куçнă.

- Музыка шкулĕнче хĕрĕх çула яхăн ĕçлерĕм. Ертÿçĕре тăрăшнă тапхăрта ялсенчи шкулсенче филиалсем уçма май килчĕ - нумай ача музыка вăрттăнлăхне алла илме пултарчĕ, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Константин Кузьмич.

Унăн мăшăрĕ вара Элĕк районĕнчи Ассакасси шкулĕнче ачасене 13 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Ехремкасси шкулĕнче 7 çул директор тивĕçне пурнăçланă. Унтан парти райкомĕнче, вĕрентÿ пайĕнче ĕçленĕ. Элĕк шкулĕнче директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ачасене 5 çул пĕлÿ панă.

- Мăшăрпа иксĕмĕр те вĕрентекенре ĕçлесе пуян опыт пухрăмăр. Ачасем те хăйсен пурнăçне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарчĕç. Владиславпа Эдикт та халĕ Элĕк шкулĕнче тимлеççĕ. Владислав Волков - директор. Çав вăхăтрах вăл Элĕк район пуçлăхĕн тивĕçĕсене те пурнăçласа пырать, - кăмăллăн палăртрĕ Тамара Гавриловна.

Волковсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхне ачисене те панă. Улми улмуççинчен аякка ÿкмест тенешкел, вĕсем çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсен тĕревне аван туяççĕ. Иккĕшĕн ĕçне те асăрхаса тăраççĕ, хак параççĕ, ăшă сăмах каласа ăнăçлă ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика