АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комбайнерсем мала тухнă

31 августа 2018 г.

Тырă вырассине хăвăртрах вĕçлес тĕллевпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Августăн 29-мĕшĕ тĕлне илсен, районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7429 гектар (80 процент) пухса кĕртнĕ.

«Новый путь», «Колос», «Агросерп» хуçалăхсенче, С.Волков ертсе пыракан хресчен-фемер хуçалăхĕнче тырă вырса пĕтернĕ.

Комбайнерсен экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх, «Новый путь» хуçалăхри Вениамин Константинов экипажĕ «Полесье-812» комбайнпа 1132 тонна тырă çапса тĕшĕлесе пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак хуçалăхри Владимир Павлов экипажĕ, «Полесье-812» комбайнпа 1129 тонна тырă çапса тĕшĕлесе, иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшĕ - Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри Владислав Яковлев экипажĕ, «Полесье-812» комбайнпа 732 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика