АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплĕ курăксем çинчен

04 сентября 2018 г.

Эмел курăкĕсен тĕнчи пуян та тĕрлĕ. Вĕсенче вăрттăнлăхĕ те чылай. Хăшĕ-пĕринче кирли, усăлли чылай пулма пултарать. Районти тĕп библиотекăра «Сиплĕ пурак» ятпа вăйă ирттернĕ.

Библиотекарьсем ачасене чылай эмел курăкĕпе паллаштарнă. Вĕсене «симĕс аптека» тĕнчине - ытармалла мар тавралăха илсе тухнă. Ачасем валли викторина ирттернĕ. Кунта вара пĕлмелли, интересли нумай пулнă. Авалхи Руçре сиплĕ курăксемпе ĕçлекенсене «курăкçăсем» тенĕ. Пирĕн вăхăтра вĕсем - фитотерапевтсем. Эмел курăкĕсем çинчен чылай тĕслĕхсем илсе кăтартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче аманнă салтаксене эмел курăкĕсемпе сиплени çинчен пĕлнĕ ачасем. Вĕсене çак мероприяти пурнăçра сиплĕ курăксемпе усă курма пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика