АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулĕ ăнăçлă пултăр

04 сентября 2018 г.

Вĕренÿ çулĕ ăнăçлă пултăр

Пĕлÿ кунĕ шăматкуна лекрĕ пулин те чылай шкулти вĕренекенсемпе педагогсенни пекех ĕç кунĕ пулса тухрĕ. Элĕк сали çийĕн кассăн-кассăн çуса иртекен çумăрĕ те уява пухăннисен кăмăлне хуçаймарĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, çак кун çĕршывăн кашни шкулĕнчех пĕрремĕш шăнкăрав пĕрремĕш урока йыхравларĕ. Пĕлÿ тĕнчине пирвайхи хут утăм тăвакан хĕрачасемпе арçын ачасемшĕн вăл уйрăмах савăнăçлă пулчĕ. Элĕк вăтам шкулĕнче кăçал 71 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Çĕнĕ шкул тумĕ тăхăннăскерсем хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсемпе – Тамара Чашкова, Валенина Афанасьева тата Валентина Петрова класс ертÿçисемпе пĕрле савăнăçлă линейкăна тухса тăчĕç.

Шкул ачисемпе педагогсене тата ашшĕ-амăшне Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталия Яхатина, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов, «Раççейри Сетокан карате-до федерацийĕ» обществăн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Владимир Бардасов, «Наско» страхлав компанийĕн ертÿçи Светлана Афанасьева, «Аликовская» МСО» директорĕ Сергей Лаврентьев килсе çитрĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, савăнăçлă мероприятие уçма район пуçлăхне – шкул директорне Владислав Волкова сăмах пачĕç. Владислав Константинович каникултан çĕнĕ вăй-хăватпа таврăннă ачасене вĕренÿ çулĕнче пысăк çитĕнÿсем, педагогсене çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунчĕ. Пĕрремĕш класа килекенсене пысăк коллектива хапăл тусах йышăннине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов шкул ачисене вĕренÿре ăнăçу сунчĕ, педагогсене хăйсен ĕçне тăрăшса пурнăçланăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич Элĕк шкулĕнче пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернине палăртса хăварчĕ. Çуллахи кунсенче виçĕ хутлă çуртăн тăррине витрĕç, вĕренÿ кабинечĕсенче шыв тата ăшă тытăмĕсене, вентиляципе канализацие тĕпрен улăштарчĕç. Çак ĕçсене тума 16 млн ытла укçа-тенкĕ тăкакланă.

Министр çумĕ Наталия Яхатина салам сăмахĕнче чи кĕçĕннисене вĕренÿ вăхăтĕнче шанчăклă юлташсем тупма, алла аттестат илме хатĕрленекенсене профессие тĕрĕс суйласа илме сунчĕ.

Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов педагогсене тав сăмахĕ каланăçем шкул валли мечĕксем парнелерĕ, спортри çитĕнÿсем ачара çирĕплĕхе аталантарнине аса илтерчĕ. Карате-до федерацийĕн представителĕ Владимир Бардасов та ачасен çан-çурăма тĕреклетесси çине тивĕçлипе тимлĕх уйăрмаллине палăртса каларĕ, хăюллисене «Хĕлхем» спорт шкулĕнче ĕçлекен секцие çырăнма сĕнчĕ.

«Аликовская» МСО» директорĕшĕн - Сергей Лаврентьевшăн кăçалхи Пĕлÿ кунĕ уйрăмах хăйне евĕр пулчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл ертсе пынипе Элĕк шкулĕнчи юсав ĕçĕсем вăхăтра вĕçленчĕç. Шиклĕхĕ юлашки кунчченех сыхланса юлчĕ пулин те. Сергей Алексеевич каникул вăхăтĕнче юсав ĕçĕсене хутшăннă çамрăксене – Максим Михайловпа Сергей Шулаева Тав хучĕ- пе тата парне парса чысларĕ.

Çак асамлă кун уяв программи ниепле те чи кĕçĕннисене сăмах памасăр иртмерĕ паллах. Сцена çинчен пысăк пăлханупа вĕреннĕ сăвă йĕркисем янăрарĕç. Аякран сăнасан хĕрачасепе арçын ачасем мар, ашшĕ-амăшĕ ытларах хумханни сисĕнчĕ. Тĕпренчĕкĕсене пысăк та яваплă ĕç шанса панă-çке. Аслă классенче вĕренекенсем те хăйсен кĕçĕн юлташĕсене шкул йĕркипе кĕскен паллаштарчĕç, кашнинех пĕрремĕш кĕнекене – букварь парнелерĕç.

Акă кĕтнĕ самант çитрĕ – шăнкăрав сасси янăрарĕ. Камшăн вăл - 1-мĕш урока чĕнекенни, камшăн - пĕлÿ тĕнчине пирвайхи хут йыхравлаканни. Кăçал хĕрлĕ хăю çыхнă шăнкăрава янăраттарма 11-мĕш класра вĕренекен Михаил Кротовпа 1-мĕш класри Екатерина Егорова тивĕçрĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика