АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсем сыхланса юлĕç

07 сентября 2018 г.

Раççей Президенчĕн ултă сĕнĕвĕ пирки эпир иртнĕ номерте кĕскен çырнăччĕ. Вĕсене пурнăçласси, паллах, пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Çав тÿрлетÿсем вырăнли никама та иккĕлентермест.

Сăмахран, иртерех пенсие каймалли стажа хĕрарăмсемшĕн - 37, арçынсемшĕн 42 çул чакарас тенине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме хистекен сĕнÿ тесе хаклать: «Тăрăшса, уççăн ĕçлеме хавхалантарать. Кам Мускавра, ытти çĕрте налук тÿлемесĕр ĕçлет - вĕсен кайран чăрмавсем пулĕç».

Пысăк пĕлтерĕшли - пенсипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕрсе пĕтиччен федераци çăмăллăхĕсем упранса юлни. Çавна май Чăваш Енĕн темиçе саккунне, Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртмелле, ку ĕçе вăраха ямасăр пурнăçламалла.

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, «пенси умĕнхи çулсенчи» ăнлав пенсие кайма пилĕк çул е унтан каярах юлнисене пырса тивĕ. Вĕсен çăмăллăхсем пулаççĕ. Çавнашкал 300 çын уйăхсерен ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтассине тĕпе хунă май çак йыша ĕçсĕрлĕхшĕн икĕ хут пысăклатнă виçепе пособи тÿлеме кăна 33,3 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Президент тÿрлетĕвĕсем республикăри 60 пин ытла çынна пырса тивĕç. Çапла вара тĕрлĕ тÿлев валли 11,7 миллиард тенкĕ кирлĕ. Паллах, çакна валли федераци бюджетĕнчен укçа уйăрĕç.

Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева хĕрарăмсен пенси çулĕсене маларах сĕннĕ 63 çул вырăнне 60 çул туни 2,5 пин çыншăн савăнăçлă хыпар пулнине çирĕплетрĕ. Çапла вара 1964 çулта çуралнисен пенси çулĕсем ÿсме пуçлаççĕ, ку 1968 çулта çуралнисемпе вĕçленĕ. Ыйту хакĕ - 5,9 миллиард тенкĕ. Нумай ачаллисене маларах пенсие яма тата çур миллиард тенкĕ кирлĕ пулать. Пенсие иртерех каймалли стаж (37 тата 42 çул терĕмĕр) паянхи кун рес- публикăри 1 пин çыннăн пур.

Ял çыннисен пенсийĕ хушăнасси пирки те сăмах пулчĕ. Хушма тÿлеве çитес çул пуçламăшĕнченех тÿлеме пуçлĕç. Унашкаллисем - 32 пин çынна яхăн. Çав шутра ĕçлеменнисем - 29,7 пин çын. Роза Алексеевна çакăн пирки пайăррăн калани ăнсăртран мар. Хушма тÿлеве ĕçлемен çынсем кăна, ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар тăрăшнисем, илейĕç. Хушăм 1245 тенкĕ пулĕ. Çак тÿлевпе тивĕçтерме 2019 çул валли кăна 444 миллион тенкĕ ытла уйăрмалла.

Н.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика