АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми уйĕнче кашни хастар

07 сентября 2018 г.

Çĕр улми уйĕнче кашни хастар

Иртнĕ çулсемсĕр хальхи пулман. Тени тăрăхĕнче мĕн авалтан харсăр та ĕçчен çынсем пурăнни паллă. Кирилл Ефремов ертсе пыракан уй-хир бригади районта чи малта пыратчĕ. Эренарсем тĕш тырă культурисене гектартан 30 центнер ытла туса илетчĕç. Çав ырă пулăм паянхи куна та пырать. Ку тăрăхра хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ. Элĕк енĕпе илсен те - пуринчен те ытларах. Çĕнĕлле ĕçлесе ÿсĕм тăвас енĕпе пĕр-пĕ- ринпе ăмăртаççĕ вĕсем. Çĕр лаптăкĕсене ÿстерсе пыни те палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Тени ял тăрăхĕн территорийĕнче усă курман çĕрсем вуçех те çук.

Эренар ялĕнчи Владимир Варламов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче вырма вĕçленнĕ ĕнтĕ. Тĕш тырă культурисене аласа тасатса тирпейленĕ. Тухăç та япăх мар, малтанлăха палăртнă тăрăх - 23 центнер. Анчах та лăпланма сăлтав çук. Ĕççи малалла хĕрсех пырать.

Вăрăма тăсăлакан çутă кÿлĕ çывăхĕнчи уйра техника шайĕ хыççăн тусан мăкăрланать. Машина-трактор паркĕнчи пĕтĕм техника уй-хире куçнă тейĕн. Çĕр улми кăларас ĕçе, ыттисемпе танлаштарсан, маларах та тытăннă. «Беларусь» трактор агрегачĕ пĕр тикĕс шăвать. Ун хыççăн шап-шурă çĕр улми выртса юлать. Кăçалхи уяр та типĕ çанталăк условийĕсенчех «иккĕмĕш çăкăр» япăх мар ÿсни палăрчĕ, йышлă тухать, шултри те сахалах мар. Çĕр улмине çийĕнчех пухса тирпейлесси - тĕп тĕллев ĕçченсемшĕн. Ретсене икшерĕн йышăнаççĕ те пуç çĕклемесĕр тимлеççĕ. Хыççăн тулли сеткăсем ларса юлаççĕ. Вĕсем ана çинче талккăшпех.

Хĕрÿ ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çитнĕ иккен. Çавна систерсе «Газель» автомашина вĕçтерсе çитрĕ. Руль умĕнче - ертÿçĕ. Владимир Варламов уйра ĕçлекенсене валли вĕри апат илсе тухнă иккен. Çыннисем те хăвăртах пухăнчĕç те апатланма пикенчĕç. Çав вăхăтра хресчен-фермерпа ĕç-хĕл пирки калаçма тÿр килчĕ.

- Çак уй 10 гектар йышăнать. «Галла» сорт ÿстертĕмĕр. Ку лаптăкра ĕç-хĕл вĕçленмелле. Часах кÿлĕ леш енне, вăрман хĕррине куçатпăр. Тепĕр уй Элĕк çывăхĕнче те пур-ха. Çĕр улми пурĕ 35 гектар шутланать. «Иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче çăвĕ- пех тимлерĕмĕр, - терĕ Владимир Леонтьевич.

Вăл ял хуçалăх ĕçĕсенче нумай çул вăй хурса пиçĕхнĕ. Уншăн мĕн ачаран тăван тавралăх çывăх пулнă. Пур тĕрлĕ ĕçе хутшăнса çитĕннĕ вăл. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Салтакран таврăнсан та тÿрех тăван хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Калининăри профессипе техника училищинчен вĕренсе тухнăскер тракторпа ĕçленĕ. Гусеницăллипе, урапаллипе те тăрăшнă вăл. Вĕсен штурвалĕсене çирĕп тытса пыни куç кĕретех. Халĕ вара пур тĕрлĕ техника хуçи Владимир Варламов. Харпăрлăха илнĕ çĕр çинче суха тăвать, тырă та акать, çĕр улми те лартать. Вĕсене пăхса ÿстерсе пухса кĕртессипе те ăслайĕ пур унăн. 2006 çултанпа хресчен-фермер хуçалăхне тытса пырать. Тĕпрен илсен, çĕр улми, пахча çимĕç туса илессипе вăй хурать Владимир Леонтьевич.

Вĕсен пахчинчи самаях пысăк парник аякранах курăнать. Унта ытларах купăста калчи ÿстереççĕ иккен. Хыççăн та пушă лартмаççĕ ĕнтĕ, помидор, хăяр туса илеççĕ. Ертÿçĕ агротехникăна пăхăнса ĕçлессине те тĕпе хурать, пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелеме тăрăшать. Таса çĕртме уйĕсем хăварать. Вĕсен лаптăкĕсене сухаласа çемçетет. Ку таранччен çак ĕçе 30 гектар çинче пурнăçланă.

- Халĕ пирĕн тĕп тĕллев - çĕр улмине хăвăрт, лайăх пахалăхпа пухса кĕртесси. Ăна çийĕнчех сутма та шутлатпăр. Часах ятарлă транспорт килмелле, - хуравларĕ хастар çĕр ĕçченĕ.

Ăна кулленхи ĕçĕнче Альбина мăшăрĕ, Наташа хĕрĕ, Иван ывăлĕ пулăшса пынине асăнчĕ Владимир Леонтьевич. Хĕрÿ тапхăрта çирĕп йĕрке туни те курăнчĕ. Ирхи сакăр сехетрен пуçласа пиллĕк çурăччен ĕç вĕрет çĕр улми пуссинче. Ĕçченсене туллин хавхалантараççĕ.

Елена ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика