АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ферма уншăн - иккĕмĕш кил

07 сентября 2018 г.

Ферма уншăн - иккĕмĕш кил

Ĕç - пурнăç тыткăчи. Кашниншĕнех тĕп вырăнта, кирлĕ вăл. Ĕç вырăнĕ вара тăван кил пекех хаклă тесе калас килет. Ехремкасси ялĕнче пурăнакан Галина Андреева ĕç ветеранĕ сăмахне çавăнтан пуçларĕ те.      

- Ĕмĕрĕме пĕр ĕçрех ирттертĕм. Паянхи куна та çавăнтах вăй хуратăп. Ферма маншăн иккĕмĕш кил вырăнĕнчех пулчĕ. Юратнă ĕç хавхалану, канăçлăх та кÿрет, - терĕ вăл.

Тĕп-тĕрĕсех калать. Çавна кам хирĕçлетĕр; Ĕç çынна воспитани те парать. Пурнăç çулĕпе малаллах утма вăй-хал парса тăрать. Галина Юрьевнăпа шăпах çапла пулса тухнă та. Хăй вара ача чухнех Элĕк ен пирки шухăшлама та пултарайман-ха. Хĕр пĕрчи Сĕнтĕр- вăрри районĕнчи ялта çуралнă. Ăна çап-çамрăклах тăван кĕтесĕ илĕртнĕ пулинех. Уй-хирте тырă-пулă ÿстерме, фермăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме шутланă. Гальăна ырă шухăш-ĕмĕчĕ Вăрнарти совхоз-техникума илсе çитернĕ. Вăл кунта тăрăшса вĕренет, ветеринари фельдшерĕ пулса тăрать. Вĕренÿ учрежденийĕнче пысăк йыш пĕлÿ илнĕ. Яшсемпе хĕрсем хушшинче туслăх хуçаланнă. Пĕр-пĕрне куç хывакансемсĕр епле пултăр тата; Гальăна Элĕк енри Ехремкасси каччи Виталий килĕштернĕ иккен. Часах юрату туйăмĕн тыткăнне те лекнĕ вĕсем. Çапла чăмăртаннă та çамрăк çемье. Çĕнĕ пурнăç чĕртеççĕ Андреевсем.

Ĕç вырăнĕ кирлех вĕсене. Ку енĕпе нумаях пăшăрханма тивмен. Малта пыракан «Правда» колхозра кирлĕ çынсемех пулаççĕ мăшăрсем. Фермăсем пур кунта, кашни ялта тенĕ пекех. Хăйсен ирĕкĕ - ăçта каяс килет, çавăнта йышăнма пулнă Андреевсене. Вĕсем вара хăйсен Ехремкассинчинех суйласа илнĕ тейĕн. Вăрăм шап-шурă витере выльăхсем йышлă. Сыснасене çăвăрлаттарнă кунта, аш-какайлăх та самăртнă.

- Фермăна кулленех хавхаланса утаттăм. Условисем лайăхчĕ кунта. Çĕр улмине, пусыпкине çителĕклех уйăрса панă. Выльăхсене апата пĕçерсе, тутлăлантарса парасси йăлана кĕнĕччĕ. Вĕсене апатлантарнă чухне хăйне май механизаци вăйĕпе усă курнă. Кормораздатчик тенине рельс тăрăх çÿрететтĕмĕр. Ку вара пирĕншĕн пысăк çăмăллăхчĕ, - пирвайхи çулĕсене ума кăларчĕ Галина Юрьевна.

Хастар йыш витери микроклимата та кирлĕ пек тытнă. Тислĕке ятарлă транспортпа кăларнă. Вентиляци тытăмĕ те аванах ĕçленĕ. Çапла сывлăша уçăлтарсах тăнă. Кун йĕркине те çирĕп пăхăннă ĕçченсем. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра апатлантарнă. Урăхла каласан, зоотехника науки хушнине пăхăнса ĕçленĕ. Ку енĕпе çирĕп ыйтни те пулнă.

- Пирĕн «Правда» хуçалăх аталанăвĕшĕн Сергей Шлябин, Никодим Семенов ертÿçĕсем, Станислав Давыдов, Вячеслав Александров, Олимпиада Сергеева зоотехниксем питĕ тăрăшрĕç. Çирĕп ыйтнипе пĕрлех хавхалантарма та пĕлнĕ вĕсем, - иртнине татах аса илчĕ Галина Андреева ферма ĕçченĕ.

Вăл калашле, вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ, ÿсĕмне те тунă Ехремкассисем. Çура илессипе, выльăхсене самăртассипе те районта пĕрремĕшсем пулнă. Ку енĕпе Дария Киселева, Людмила Платонова, каярах Венера Михайлова тата ыттисем те тăрăшуллă пулнă иккен. Ĕçне кура тÿлевĕ тени те пурнăçа кĕрсех пынă. «Ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăна та тивĕçнĕ вĕсем. Районти, республика шайĕнчи канашлусенче, слетсенче те чысланă малта пыракансене.

Галина Юрьевна нумай çул ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Халĕ лăпкăн кăна пурăнмалла пек те. Чун-чĕри çапла хушмасть ăна. Паянхи куна илсен те сысна ферминчех тимлет чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Халĕ малтанхи пек мар ĕнтĕ, условисем чылай япăхланнă. Йывăрлăхран хăрама хăнăхманскер вара малаллах пăхать. Пĕрле ĕçлекенсене пулăшать, хавхалантарать вăл.

Галина Андреева ĕç ветеранĕ - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Ферма ертÿçи Федор Петров унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă, унран сĕнÿ-канаш та илет.

- Пирĕн ферма тупăшсăрах мар-ха. Аш-какай сахалах мар хатĕрленĕ. Çура та чылай илме пултартăмăр. Ку енĕпе ял çыннисен ыйтăвне те тивĕçтерсех пыратпăр, - хыпарларĕ Галина Юрьевна.

Вăл пурнăç çулĕпе усăсăр утман, ырлăх-пурлăхне те тунă. Çирĕп те хăтлă кил-çурт çавăрнă. Мăшăрĕпе Виталий Константиновичпа Анжела хĕрне çуратса ÿстернĕ. Халĕ унăн çемйипе савăнса пурăнать. Шел, мăшăрĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Ку енĕпе пăшăрханăвĕ те палăрчĕ унăн.

- Шăпи çапла пулчĕ пулĕ. Йывăр чире пула 51 çултах пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ĕçченччĕ вăл, çынна яланах пулăшма хатĕрччĕ. Хăйне упрама пĕлмерĕ çав, - терĕ Галина Андреева.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика