АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театра çамрăксене илĕртрĕ

07 сентября 2018 г.

Театра çамрăксене илĕртрĕ

Элĕкри халăх театрĕн аталанăвне сахал мар çын тÿпе хывнă. Уйрăмах режиссерсен йывăр лава туртма тивнĕ. Дмитрий Илларионович Илларионов режиссер хыççăн çак тилхепене Василий Петрович Иванова шанса панă.

Йĕпреç каччи ку енĕпе Çĕрпÿри культура училищинче ятарлă пĕлÿ те илнĕ. Элĕкри халăх театрĕнче вăл 1979-1980 çулсенче ĕçлерĕ. Кĕске тапхăртах пултаруллă çамрăк театр кун-çулĕнче çутă йĕр хăварчĕ. Хăй тавра Элĕкри хĕрсемпе каччăсене пуçтарса пысăк калăпăшлă икĕ спектакль сцена çине кăларчĕ. Пĕри - Николай Терентьевăн «Эльпуçĕнчи Нарспи», иккĕмĕшĕ тутар драматургĕн Хай Вахитовăн «Малтанхи юрату» спектакльсем пулчĕç. Халĕ те асрах-ха асăннă спектакльсене районти чылай ялта пурăнакансене вырăна тухса кăтартни. Пур çĕрте те çынсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç, тăвăллăн алă çупсах ятарлă пĕлÿ илмен артистсене тав турĕç. Юманлăхри Юрий Михайловпа Радий Афанасьев, Çирĕккассинчи Геннадий Илларионов, Йăлкăшри Раиса Шивирева, Элĕкри Лидия Филиппова, Вăрнарти Вера Терентьева, Изванкăри Владимир Николаев, Куракăшри Геннадий Рыбаков хăйсене çирĕплетсе панă сăнарсене çав тери туллин çутатса панăччĕ.

Василий Петрович çамрăк пулнине пăхмасăр кашни çынрах унăн пултарулăхне палăртса аталантарма пултаратчĕ. Шăп та шай унран ĕнтĕ спектакльсене пысăк пахалăхпа сцена çине кăларас вăрттăнлăхсене сахал мар вĕренсе юлтăмăр. Пултаруллă, ĕçе çĕнĕ варкăш кĕртме пултаракан режиссера Шупашкарсем те хăвăртах асăрхаççĕ, тĕп хулана ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Василий Петрович Иванов паян Чăваш Республикин Культура министерствин Чăваш патшалăх симфони капеллин академине ертсе пырать, директорта тăрăшать.

Любовь КОНСТАНТИНОВА,

Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.  

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика