АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стартра - хаçат тусĕсем

07 сентября 2018 г.

Стартра - хаçат тусĕсем

 

«Пурнăç çулĕпе» хаçат парнисемшĕн тата Совет Союзĕн Геройне Мирон Ефимова асăнса ирттерекен çăмăл атлетика эстафети яланах спорт уявне çаврăнать. Кăçал та асăннă спорт мероприятине сентябрĕн 5-мĕшĕнче «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорине халăх йышлăн пухăнчĕ. Çулсеренех тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисемпе пĕрле педагогсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе учрежденисен, çемьесен командисем старта тухрĕç. Пĕрле вĕренекенĕсене, ĕçтешĕсене хавхалантарма килнисем те сахалах марччĕ. Çанталăк лайăх пулнăран ача сачĕн сукмакне такăрлатма ĕлкĕреймен вĕтĕр-шакăр та ашшĕ-амăшĕпе килнĕччĕ. Аслисем эстафета пăхнă май пĕчĕкскерсем хăйăр сапнă пысăках мар лапамра пĕр-пĕрин хушшинче вылямалла ăмăртнине те курма тÿр килчĕ. Эппин, вĕсем спортпа туслашасси иккĕлентермест.

12 сехет тĕлĕнче спорт мероприятине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ăна яланхиллех «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев ертсе пычĕ. «Çулсеренех асăннă спорт мероприятийĕ сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче иртет. Эппин, ăна шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулне старт паракан пĕрремĕш спорт уявĕ теме пулать. Спортра та, вĕренÿре те ăнăçу пултăр сирĕн», - саламланă май палăртрĕ Валерий Николаевич. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ Петр Павлов эстафета чи çивĕччисене палăртнине, вĕсем сентябрĕн 8-мĕшĕнче «Советская Чувашия» хаçат А.Г.Николаев летчик-космонавта халалласа ирттерекен спорт уявне хутшăнассине пĕлтерчĕ. Шкул ачисем эстафетăра тунă кăтартусем зачета çырăнассине палăртрĕ.

- Паян уявра район хаçачĕн чи шанчăклă вулаканĕсемпе пĕрле тусĕсене те курма питĕ хавас. Пичет кăларăмĕ тĕрлĕ ăрури, тĕрлĕ тытăмри çынсене пĕрлештерсе тăни савăнтарать. Çак кун пĕр харăсах темиçе пулăма пĕрлештерсе тăрать. Шăп та шай 25 çул каялла спорта юратакан çемьесем пресса спорчĕн фестивальне пирĕн ентеш пуçласа старта тухнă. Олег Андреевсен çемйи пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

(Малаллине тĕплĕнрех хаçатăн 66-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика