АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выляса яракансем пулмарĕç

11 сентября 2018 г.

Выляса яракансем пулмарĕç

Шăматкун, сентябрĕн 8-мĕшĕнче, Шупашкарти «Олимпийский» стадиона спорта кăмăллакансемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, хастар коллективсем пухăнчĕç. Кунта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети кăçалхипе 80-мĕш хут иртрĕ. Ăна мухтавлă ентешĕмĕре, икĕ хут Совет Сюзĕн Геройне - А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă.

Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, «Советская Чувашия» хаçатăн генеральнăй директорĕ – тĕп редакторĕ Владимир Васильев, Олимп чемпионки Елена Николаева саламласа ăнăçу сунчĕç. Михаил Васильевич спортпа туслашни пур сферăра та çитĕнÿсем тума пулăшнине палăртрĕ. Çавăн пекех çитес виçĕ çулта Чăваш Енре спортпа туслисен йышĕ 55 процентпа танлашмаллине пĕлтерчĕ.

Хальхи чупăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсем хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтан старта влаç тытăмĕнче вăй хуракансен командисем тухрĕç. Республикăри хаçат-журналпа телевидени тата радио ĕçченĕсем те эстафетăна хутшăнса спортра хăйсем те маттур та çивĕч пулнине кăтартрĕç. «Пурнăç çулĕпе» хаçат коллективĕ те массăллă спорт мероприятийĕнчен аякра юлмарĕ. Пичет кăларăмĕн журналисчĕсем хальхинче пьедесталăн картлашки çине хăпараймарĕç пулин те 5-мĕш вырăн йышăнса чи маттуррисен йышĕнче тупăшма пултарнине çирĕплетме пултарчĕç.

Çак кун Элĕксенчен çĕнтерÿçĕсен йышне лекессинчен пĕр-икĕ утăм юлнисем татах та пулчĕç. Çемье командисем хушшинче Элĕк салинчи Вонифатьевсем тупăшрĕç. Аринăпа Эрик тата вĕсен Марк ывăлĕ хĕрÿ тупăшура 5-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Элĕк шкулĕн команди вара иртнĕ çул 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ пулсан, кăçал кăшт кăна вăй-хал çитеймерĕ курăнать. Республикăри вăтам шкулсем хушшинче 4-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Çапах та спорт фестивальне курма тата вĕсемшĕн «чирлеме» пухăннисене чăн-чăн савăк кăмăл парнелеме пултарчĕç. Маттурсем!

Спорт ăмăртăвĕнче яланах çĕнтерÿçĕсем тата выляса янисем пулаççĕ тетпĕр. Çапла пулĕ. Кашни спортсменах финиша чи малтан çитме тăрăшать. Анчах та пресса спорчĕн фестивалĕнче выляса яракансем пулмарĕç тесе калас килет манăн. Кашни команда хавхалану туйăмĕ парнелерĕ. Спорта кăмăллакансене пĕр-пĕринпе курнăçма майсем туса пачĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика