АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакцина чире çĕнтерме пулăшать

11 сентября 2018 г.

Грипп чирĕ хăй çинчен çулленех аса илтерет тесе калама та юрать пулĕ. Унпа йышлăн чирлени пирки çанталăк сивĕтсен уйрăмах ытларах илтетпĕр. Çак чиртен сыхланас тĕллевпе прививка туни те паллă. Шăпах çавăн çинчен каласа пама ыйтрăмăр та район больницин тĕп врачĕн çумне Татьяна Федоровăна.

- Татьяна Юрьевна, грипп çинчен тĕплĕнрех пĕлтерĕр-ха. Унпа чирлесси мĕнпе çыхăннă-ши;

- Грипп эпидемийĕ уйрăм вăхăтра палăрать. Унпа чирлесси ытларах сивĕ тапхăрта сисĕ- нет. Çынсем çавăн пекех сивĕсем вĕçленсе çанталăк ăшăтсан та чирлени çинчен пĕлтереççĕ. Çакă хĕллехи вăхăтра температура пысăк чухне сывлăш нÿрĕреххипе çыхăннă. Ку шăпах патогенлă микроорганизмсене аталанма кирлĕ услови. Вĕсене вăй илсе пыма çутă кун кĕски, ультрафиолет çитменни те витĕм кÿрет. Чир пысăк йышра - обществăлла транспортра, шкул, аслă шкул аудиторийĕсенче, ача сачĕсенче хăвăртрах ерме пултарать.

- Уçă сывлăшра та чир çакланма пултарать-çке.

- Çапла, йĕри-таврара вирус чирлĕ çын сунасланă, ÿсĕрнĕ е калаçнă чухне те пулать. Çав пĕчĕкçĕ йăлмака тумламсем аякка сарăлаççĕ те сывă çынсен сывлав органĕсене лекеççĕ. Чирлесси çавăнтан пуçланса каять те.

- Чирлессинчен сыхланмалли чи лайăх меслет - прививка туни теççĕ. Эсир ку енĕпе мĕнле сĕнÿ панă пулăттăр;

- Грипп эпидемийĕнчен çак майпа хăтăлма пулать те. Çавна май вакцинацие чир тапхăрĕ пуçланиччен 1-1,5 уйăх маларах тутарни пĕлтерĕшлĕ. Çавна тĕпе хурса районти тĕп больницăна «Совигрипп» вакцина 2018 çулхи августăн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче килнĕ. Вĕсемпе усă курас енĕпе ĕçсем пыраççĕ те. Сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне илсен, 829 çынна прививка тунă.

- Татьяна Юрьевна, профилактика вакцинацийĕ Раççей шайĕпе старт илни те паллă.

- Çак кирлĕ мероприяти çĕршывра нумай çул каяллах пуçланнă. Малашне те вăй илсех пырĕ. Уйрăм çĕршывсенче грипран прививка тăвасси пурне те ятарласа тумалли ĕç шутланать. Пирĕн çĕршывра та çак мероприятие пысăка хурса хаклани палăрать. Элĕк енри кăтартусем те çавăн çинченех калаççĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, планпа палăртнă 6887 çынран 6884-шĕ прививка тутарнă. Профилактика вакцинацийĕ экономика тĕлĕшĕнчен те усăллă. Вăйпитти çынсем чирлессине палăрмаллах чакарма пулăшать. Çакна та каламалла, вăхăтра прививка туни грипа кăна мар, ытти чирсене те çĕнтерме май парать.

- Татьяна Юрьевна, прививкăна пур çынна та тума юрать-и;

- Хамăр çĕршывра туса кăларнă, тÿлевсĕр вакцина чи малтанах ача сачĕсенчи, шкулсенчи ачасене, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене кирлĕ тесе каласшăн. Çавăн пекех вăйпиттисем, ватăсем çине те тимлĕх кирлĕ. Препарат пĕтĕмĕшпех усă кÿтĕр тесен вакцинăна сывă вăхăтра ямалла. Прививкăна пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче, фельдшер-акушер пункчĕсенче тăваççĕ.

- Хăшĕ-пĕри прививкăна тутарасшăн марри те палăрать. Вĕсен вара грипран епле сыхланмалла;

- Хăйсен организмне вирус антигенĕсемпе «тăрантарма» килĕшменнисен эмелсем ĕçме тивет. Ку препаратсем, паллах, нумай. Вĕсенчен хăш-пĕрисене палăртса хăварас килет. Çаксем - ремантадин, кагоцел, эргоферон, гриппферон, занамивир тата ыттисем те. Йывăр çын пулнисен гриппа чирлес хăрушлăх уйрăмах пысăк. Вĕсен специалист патĕнче тăтăшрах пулмалла.

Елена ТИМОФЕЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика