АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улмине сиенлет

11 сентября 2018 г.

Çĕр улмине сиенлет

Çĕр ĕçченĕсемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр. Республикăри пур районсенче те çĕр улми кăлараççĕ. Ăна апат-çимĕçлĕх хатĕрленипе пĕрлех вăрлăхлăх та хываççĕ.

Çак яваплă тапхăрта Раççей Ял хуçалăх центрĕн тата Раççей Ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем уй-хире тухса çĕр улми тĕслĕхне (проба) илеççĕ те лабораторире тĕрĕслеççĕ.

Раççей Ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, республикăри 1000 ытла гектар çĕр улмин ылтăн нематодипе сиенленнине тупса палăртнă. Кусем пурте - килти хушма хуçалăхсенчи çĕр лаптăкĕсем. Ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен уйĕсенче çĕр улмин ылтăн нематодине тупса палăртман. Тĕпчев кăтартăвĕсене тĕпе хурса Раççей Ял хуçалăх центрĕн тата Раççей Ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем лартмалли çĕр улмине республикăри вăрлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсенчен туянма сĕнеççĕ.

Паянхи куна илсен, Чăваш Республикинче вăрлăх енĕпе 9 хуçалăх ăнăçлă ĕçлет. Вĕсене Раççей Ял хуçалăх центрĕн ирĕклĕ сертификаци тытăмĕнче сертификациленĕ. Пысăк тухăçлă 40-е яхăн сорт туса илеççĕ. Кусем тути енĕпе питĕ лайăх. Çав сортсене селекци çитĕнĕвĕсен патшалăх реестрне кĕртнĕ, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче усă курма ирĕк панă. Вăрлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсенче лайăх пахалăхлă тымар çимĕçе çулленех 13 пин тонна ытла туса илеççĕ. Çавна ял хуçалăх предприятийĕсене, çавăн пекех уйрăм çынсене те сутаççĕ.

Çĕр улмин ылтăн нематодине республика территорийĕнче пĕрремĕш хут 2007 çулта тупса палăртнă. Шел пулин те, Тутарстан, Мари Эл, Мордва, Чулхула облаçĕн территорийĕсенче кăна карантин тесе палăртнă.

Çĕр улмин ылтăн нематодине пĕтерес тесе сиенленнĕ лаптăксенче тĕш тырă, техника тата сидерал (симĕс удобрени) культурисене акма, пахча çимĕç туса илме сĕнеççĕ. Ку участоксене азот удобренийĕ хывмалла, çавăн пекех çум курăксене пĕтермелле. Кунашкал майсем çук пулсан пусă çаврăнăшне пăхăнмалла.

Е.ИВАНОВА.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика