АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсем - хаçат тусĕсем

14 сентября 2018 г.

Пенсионерсем - хаçат тусĕсем

Альбина Ксенофонтова Мăн Шĕвĕш ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Ÿссе çитсен, хĕр шутне кĕрсен шăпи унăн Тури Вылана тухнă. Вăл мăшăрĕпе тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Аня, Андрей, Артем, Алеша халĕ чун киленĕвĕ амăшĕшĕн. Пурте сывă, пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăнă. Кашниех хăйсен вырăнĕсене тупнă. Хĕрĕпе ывăлĕсем вĕренсе професси илнĕ, кирлĕ те усăллă ĕçре вăй хураççĕ. Альбина Апполинариевнăн халĕ Света кинĕ, Милена мăнукĕ те пур.

Пурнăç урапи пĕр тикĕсех шумасть çав. Чылай йывăрлăхсене çĕнтерсех пынă, инкекне те курнă Альбина Ксенофонтова. Епле пулсан та шав малаллах кайма тăрăшнă вăл. Хальхи вăхăтра Ураскилтри çыхăну уйрăмĕнче вăй хурать. Ăна Тури Вылара почтальонка пулма шаннă. Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлет те хастар хĕрарăм.

Тури Выла - Элĕк енри пысăк ялсенчен пĕри. Шел пулин те, ватăлсах пырать вăл. Кунта пушă килсем чылаях. Апла пулин те почтальоншăн çÿремелĕх пур. Альбина Апполинариевна сулăмлă сумкипе килĕрен-киле çитет. Хаçат-журнала, пенси-пособие кашнинех вăхăтра çитерсе парассишĕн тимлет.

-Ял çыннисем район хаçатне ытларах кăмăллани палăрать. Çырăнтару япăх мар кăтартупа вĕçленчĕ, - пĕлтерчĕ çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕ.

Вăл чи хастар вулакансене ятранах асăнчĕ. Эмма Ермакова 5-6 экземпляр таранах илсе тăрать иккен. Геннадий Утрейкин, Михаил Анисимов, Николайпа Римма Николаевсем те 3-4 кăларăм çырăнса илеççĕ.

- Хаçат-журнал тусĕсем - пенсионерсем. Вĕсем çырăнтару тапхăрĕнче ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, - терĕ Альбина Апполинариевна сывпуллашнă май.

Çитес çул юратнă кăларăмсене илсе тăма çырăнтарас ĕç пуçланни çинчен те хыпарларĕ.

Елена ИВАНОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика