АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сутуçăра чăн ăста

14 сентября 2018 г.

Сутуçăра чăн ăста

Тури Вылана çитсен ялти лавккана епле кĕмĕн. Капмаррăн курăнса ларать районти потребительсен обществин суту-илÿ учрежденийĕ. Унăн алăкĕ яланах уçă. Хуçи те тарават.

Людмила Артемьева тавар туянакансемпе çаврăнăçуллă пулнине асăрханă-ха. Çав ырă ен хальхинче те сисĕнчĕ. Лавккана пыракансене ăшă кăмăлпа йышăнать. Вăл-ку япалана сĕнме, суйласа илме те пулăшать. Сăпайлăхĕ, вăр-варлăхĕ те яр уççăнах палăрать. Ун пеккисем пирки чăн-чăн сутуçă пулма çуралнă теççĕ вĕт. Чăннипех те çапла пулмасăр. Тури Выла хĕрĕ коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Суту-илÿ енĕпе тĕп хуламăрта малтанхи утăмсем тунă.

- Эпĕ алла диплом илнĕ вăхăтра «Шупашкар» универмаг çĕкленнĕччĕ. Шăпах çавăнта ĕçе кÿлĕнме тиврĕ. Ку хăватлă магазин мăнаçлăх кÿнĕ, хавхалантарнă та. Кунта кассирта вăй хураттăм, - хăпартланса аса илчĕ Людмила Ильинична.

Хастар хĕр тăван кĕтесĕнчех кирлĕ пулнă тейĕн. Мĕнех тăвăн, юратнă каччи те кÿршĕрех пулнă-çке унăн. Вĕсен тата пĕрлешме шăпи те тухнă. Людмилăпа Анатолий часах мăшăрланаççĕ. Тури Вылара Артемьевсен çемйи чăмăртанать. Хастар çамрăксем çĕнĕ пурнăç чĕртеççĕ. Иккĕшĕ те ĕç пурнăç тыткăчи пулнине тĕпе хунă. Пĕри тăван хуçалăхра механизаторта тимлет пулсан, тепри - суту-илÿ тытăмĕнче.

Телее, кÿршĕри Шĕнтреш ялĕн пуçĕнче шăпах çĕнĕ магазин çĕкленнĕ. Çавăнта вун тăватă çул вăй хунă Людмила Артемьева. Условийĕсене вара ырламаллах пулман. Шурă кирпĕч çурта ăшăтмалла туман. Унта сивĕ пулнă. Çулĕ те хальхи пек яка та тикĕс мар. Тавар кÿрсе килесси пысăк йывăрлăх кăларса тăратнă. Хăй каланă пек, тавар кĕтсе сĕм çĕрлене юлни те пулнă унăн. Епле пулсан та ĕçлесех тенĕ тăрăшуллăскер.

1999 çулта ăна пурнăç çулĕ тăван ялнех илсе çитернĕ. Çав вăхăтранпах Туривыласен ыйтăвне туллин тивĕçтерет Людмила Ильинична. Вăл суту-илÿ ĕçĕнче пĕр улшăнмасăр вăтăр виçĕ çул тимлет. Районти потребительсен обществин тытăмĕнчи сутуçăсен экономика ăмăртăвĕнче ырă тĕслĕх кăтартать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Раççей Центросоюзĕн наградипе чысланă.

Çитĕнÿ савăнтарать, ăнăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал хушать. Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлет те магазин заведующийĕ. Унпа юнашарах Римма Павлова сутуçă та. Вăл тăваттăмĕш çул вăй хурать. Иккĕшĕ пĕр чĕлхерен. Унсăрăн ăнăçу епле пултăр. Ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтерсех пырасси - вĕсен тĕп тĕллевĕ.

(Малаллине тĕплĕнрех хаçатăн 68-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать).

Елена ТИМОФЕЕВА.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика