АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ çĕнĕ ФАП хута кайрĕ

18 сентября 2018 г.

Икĕ çĕнĕ ФАП хута кайрĕ

Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи Çулавăçра тата Крымсарайкка тăрăхĕнчи Шуркассинче кĕске вăхăтра пушă лаптăксенче çу кунĕсенчи темиçе уйăхра ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ объектсем çĕкленсе ларчĕç. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хăйсен илемĕпе аякранах тыткăнлаççĕ. Çутă та хăтлă, ăшă çуртра чирлисене йышăнма, вăхăтра кирлĕ те пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама мĕнпур оборудовани тата пĕтĕм услови пур. Чи кирли - çĕнĕ медицина учрежденине хута янă чухне мĕнпур категориллĕ çынсене чăрмавсăрах кĕрсе çÿреме майсем туса пани.

Çулавăç тăрăхĕнче пурăнакансене яра куна çĕнĕ çуртра Алевтина Семенова фельдшер тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парĕ. Çамрăк кăçал тăван тăрăха «Земство фельдшерĕ» проектпа ĕçлеме килнĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем малашне врач патне те Элĕкри тĕп больницăна каймĕç. Чирлисене вырăна килсех Надежда Матвеева çамрăк тухтăр йышăнĕ.

Шуркассисемшĕн вара Римма Кононова пысăк опытлă медицина ĕçченĕ тахçанах çывăх çын пулса тăнă ĕнтĕ. Инна Никонорова врач та çирĕплетнĕ графикпа эрнере темиçе кун чирлисемпе тĕл пулĕ.

Çулавăç салинчи тата Шуркассинчи çĕнĕ ФАПсене ĕнер савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çак мероприятие Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин пурлăхпа техника пайĕн начальникĕ Андрей Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Элĕк больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров, ЧР Ял хуçалăх министерствин «Нива» вĕренÿ центрĕн директорĕ Николай Якимов, Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Клементьева, Крымсарайккăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ Владимир Никоноров, ял старостисемпе депутатсем, хутшăнчĕç.

- Çĕнĕ ФАПсем ял çыннине эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплеччĕр. Сывлăх хавшасан мар, чиртен сыхланса профилактика мероприятийĕсене ирттерес шутпа ытларах килччĕр вĕсем, - палăртрĕç хăнасем.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика