АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам-ха малта?

18 сентября 2018 г.

Кам-ха малта?

Иртнĕ кунсенче çăмăл атлетсен кросĕ иртнĕ.Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Сергей Леонтьев уçнă. Çавăн пекех шкул ачисене, тренерсене тата «чирлеме» килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, вĕренÿ па-йĕн ертсе пыракан специалисчĕ Арина Вонифатьева та ăнăçлă старт сунса саламланă.

Пĕтĕмпе районти мĕнпур шкултан килнĕ 200 ытла çамрăк çăмăл атлетсен кросне хутшăннă. Спорта юратакансен 500, 1000, 2000 тата 3000 метра парăнтарма тивнĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем чи малтан харпăр хăй зачечĕшĕн чупнă. Çавна май 2007 çулта çуралнисем тата вĕсенчен кĕçĕнреххисем хушшинче финиша пĕрремĕш Анастасия Дубинина (Элĕк) тата Никита Матьянов (Ураскилт) çитнĕ. Иккĕмĕш Мария Кирилловăпа (Элĕк) Иван Андреев (Тавăт) тухнă. Виççĕмĕш вырăнта Алиса Федорова (Тавăт) тата Леонид Егоров (Мăн Вылă) пулнă.

Унсăр пуçне 2005-2006 çулсенче çуралнă ушкăнра мала тухнисене те палăртма кăмăллă. Кусем Александра Егорова (Юнтапа) тата Дмитрий Матвеев (Элĕк) - пĕрремĕш, Дана Никандрова (Тени) тата Даниил Константинов (Тавăт) - иккĕмĕш, Виолетта Яковлева (Мăн Вылă) Никита Николаев (Шĕмшеш) - виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

2003-2004 çулхисем йышĕнче те çăмăл атлетика енĕпе туслисем сахал мар. Акă хĕрсенчен Маргарита Поликарпова (Элĕк) пĕрремĕш, Анастасия Ялитова (Шĕмшеш) - иккĕмĕш, Эльвира Волкова (Элĕк) виççĕмĕш вырăна тухнă. Каччăсенчен чи малтан Радий Григорьев (Ураскилт), ун хыççăн Кирилл Ефремов (Элĕк), виççĕмĕш вара Алексей Ефимов (Элĕк) чупса çитнĕ.

2001-2002 çулта çут тĕнчене килнисене те стартран пуçласа финиша çитичченех пĕр-пĕринпе ăмăртса чупнине пăхма кăмăллă. Яшсемпе пикесенчен ылтăн медале - Жанна Осипова (Элĕк) тата Богдан Сорокин (Вутлан), кĕмĕл - Ураскилт шкулĕн вĕренекенĕсем Евгения Леонтьевăпа Даниил Данилов, пăхăр медальсене Юнтапари Аделина Родионова тата Чăваш Сурăмри Данил Никонов тивĕçме пултарнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесемпе, Хисеп хучĕсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Пĕтĕмĕшле команда зачечĕсем вăтам тата тĕп шкулсем хушшинче иртнĕ. Унта Элĕк шкулĕн представителĕсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Юнтапа шкулĕн команди йышăннă. Виççĕмĕш вырăна Тавăт шкулĕн вĕренекенĕсем тухнă. Тĕп шкулсем хушшинче Ураскилт команди ылтăн медале тивĕçнĕ. Шĕмшеш тата Вутлан шкулĕсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Халĕ ĕнтĕ ăмăртура мала тухнисем пĕр командăна пĕрлешсе республикăн чемпионатĕнче район чысне хÿтĕлеме хатĕрленĕç.

А.Туванская.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика