АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стартра - тĕрлĕ ăрурисем

18 сентября 2018 г.

Стартра - тĕрлĕ ăрурисем

Шăматкун Пĕтĕм Раççейĕпех «Наци кросĕ» чупу иртрĕ. Пысăк калăпăшлă мероприятие кашни регионах хутшăнать. Чăваш Ен те аякра тăрса юлмарĕ. Ăмăрту 12 сехетре старт илчĕ. Чупăва хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Наци кросĕ» Чăваш Енре 15-мĕш хут иртнĕ. 2009 çултанпа Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ вара республикăн кашни хулипе районĕнчех йĕркеленме пуçланă. Унтанпа хутшăнакансен йышĕ те çулран-çул ÿссе пырать. Иртнĕ çул асăннă мероприятире 61 пин ытла çын чупнă пулсан, кăçал 70 пин ытла республикăра пурăнакан тĕрлĕ наци çынни çак акцие хутшăннă.  

Пирĕн район та çак хĕвеллĕ кун спортпа туслă тĕрлĕ ÿсĕмри çынна килĕсенче лартмарĕ. Ача садне çÿрекенсемпе шкула каякансем те, яшсемпе хĕрсем те, аслă ÿсĕмрисем те палăртнă дистанцисене чупса тухма ÿркенмерĕç.

«Наци кросĕ - 2018» спорт уявне пухăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ Владислав Волков саламларĕ. Çавăн пекех çăмăл атлетика енĕпе туслисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та ăнăçлă старт тата пысăк çĕнтерÿ-сем тума сунчĕ. Çак кун Элĕксене хавхалантарма тата пĕрле чупма Чăваш Республикин патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский та хутшăнчĕ. Çавăн пекех спортсмен, тренер, çăмăл атлетикăн тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ Виктор Семенов та Элĕксене спортпа яланах çывăх тата сывлăх енчен çирĕп пулма сунчĕ. «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев старта тухакансене программăпа паллаштарнă хыççăн VIP-чупу иртрĕ. Унта Сергей Вязовский, Владислав Волков, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, администраци ĕçченĕсем тата ыттисем те чупрĕç.

Ырă çанталăк вара кашнин кăмăлне çĕклерĕ, вăй-хал хушрĕ темелле. VIP-чупу хыççăн ача садне çÿрекенсем палăртнă дистанцие парăнтарчĕç. Вĕсенчен кашниех маттур та тÿсĕмлĕ пулни палăрчĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнсенче мала тухнисене тата çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç. «Наци кросне» хутшăннисенчен чи кĕçĕнни Анна Григорьева (1 çул та 8 уйăхра) пулчĕ. Чи асли шутне вара 68 çулхи Анфиса Степановăна кĕртмелле. Икĕ хут старта тухнисем те пулчĕç ку хутĕнче. Çак кун ытти ял тăрăхĕсенче те массăллă чупу иртнĕ. Шкул ачисемпе пĕрле ял тăрăхĕн администрацийĕн представителĕсем, ветерансем, спорта юратакансем массăллă чупăва тухнă. Кашниех çĕнтерÿçĕ пулаймарĕ пулин те, кросс çĕкленÿллĕ тата савăк кăмăл парнелеме пултарчех çак кун старта тухнисене.  

Çулсерен çăмăл атлетикăпа туслисен йышĕ ÿссе пырать. Кăçал асăннă акцие районта пурăнакан 1500 ытла çын хутшăннă. Малашне те сывă пурнăç йĕркине суйласа илнисен шутне ÿстерме пултартăрччĕ «Наци кросĕ».

А.СИЛИВЕСТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика